Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĂВАН ЧĔЛХЕПЕ ВУЛАÇÇĔ

 

 Палтиелĕнчи библиотека çак ялта пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕсен литературине пропагандăлассине манăçа хăвармасть. Вулакансем выставка çинчи И.Вутланăн "Российская пыль в морщинах пирамид", А.Кузнецовăн "Без смеха и слез не прочтешь", Л.Агаковăн "Юманлăхра çапла пулнă" кĕнекесене кăсăкланса вуласа тухрĕç. Вĕсемпе çамрăксем те, аслă ỹсĕмри çынсем те интересленчĕç. Активлă вулакансенчен А.Борисова, В.Верьялова, Л.Данилована, Л.Михайлована тата ыттисене палăртас килет. Библиотекăра "Паянхи тутар литератури", "Тутарстан писателĕсемпе художникĕсем _ ачасем валли" кĕнеке выставкисем те йĕркеленĕ. Тутарсем Г.Ахунов, М.Хабибуллин, Н.Фаттах, Т.Минуллин, Р.Мухамадиев, З.Хакким, Н.Гиматдинова тата ытти писательсен кĕнекисемпе интересленсе паллашаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться