Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сăнлаççĕ ачасем ял пурнăçне

 

Патшалăх статистикин районти представительстви Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалласа ирттернĕ ачасенкерчĕкĕсен конкурсне Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Ачасен ял пурнăçне сăнласа кăтартнă илемлĕ ỹкерчĕкĕсене комисси членĕсем питĕ тимлĕн пăхса тухрĕç, вĕсене пысăк хак пачĕç. Çамрăк ỹнерçĕсем Хисеп грамотисене тата асăнмалăх призсене тивĕçрĕç. Вулакансене ачасен хăш-пĕр ỹкерчĕкĕсемпе паллаштаратпăр. Тỹрех каламалла, вĕсенче эпир çут çанталăк илемлĕхне, ачасен тавра курăмĕ анлă пулнине, шухăшлав аталанăвне аван куратпăр. Пултаруллă ачасене ăнăçу çеç сунас килет. Аня Севрюгина (14 çулта). "Асаттепе асанне". Ирина Драгунова (10 çулта). "Кукамайăн юратнă качаки". Елена Егорова (10 çулта). "Пирĕн килти ула ĕне".



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться