Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬСЕН ЙЫШĔ ỸССЕ ПЫРАТЬ

 

Пирĕн районта пĕчĕк предпринимательлĕх ĕçĕпе пурăнакансен йышĕ ỹссех пырать. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 294 субъектне регистрациленĕ, çав шутра 30-шĕ _ пĕчĕк предприятисем. Уйрăм предпринимательсем _ 264ăн, вĕсем, тĕпрен илсен, хăйсен суту-илỹ ĕçне йĕркелесе пыраççĕ. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче районта çĕнĕрен 3 пĕчĕк предприяти уçăлнă, уйрăм предпринимательсен йышне 31 çын хутшăннă. Пĕчĕк предприятисем туса кăларнă таварсен, вĕсем тунă ĕçсемпе тĕрлĕ пулăшусен калăпăшĕ 2005 çулта 37,28 миллион тенкĕпе танлашнă, 2004 çулхипе танлаштарсан, ỹсĕм шайĕ 107 процент.

 Районта 106 суту-илỹ точки ĕçлет, çав шутран 90-шĕ _ уйрăм предпринимательсен. 2005 çулта ваккăн сутакан таварсен çаврăнăшĕн калăпăшĕ те ỹснĕ, 273,92 миллион тенке çитнĕ. (2004 çулхипе танлаштарсан, 46 процент чухлĕ пысăкланнă). Тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕн 86 процентне предпринимательсен лавккисем йышăнаççĕ. Пĕлтĕр районти халăха тỹлевлĕ пулăшу панă ĕçсен калăпăшĕ 23,938 миллион тенкĕ пулнă. (2004 çулхипе танлаштарсан, 29 процент ỹснĕ). Çак ĕçсен 25 процентне уйрăм предпринимательсем пурнăçланă. Пĕчĕк предпринимательлĕхе малалла аталантарас, унăн ĕçне лайăхлатса пырас тĕллевпе район администрацийĕнче координаци канашĕ туса хунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться