Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПАТТĂРСЕНЧЕН ПĔРИ

 

Районти вăрçă ветеранĕсенчен пĕри _ Çĕнĕ Чукалта пурăнакан С.М.Борисов. Вăрçă нушисене сахал мар чăтса ирттернĕ Степан Максимович, "тăхлан çумăрĕ" айĕнче нумай çỹренĕ. Çирĕм пиллĕкри Степан Борисова _ вăл 1915 çулта çуралнă _ 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Çирĕп сывлăхлă йĕкĕт Финлянди чиккинче хĕсметре тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш залпĕсене те унтах илтет. Пограничниксен застави çине фашистсен пысăк подразделенийĕ талпăнса килет. Анчах та пограничниксем тата вĕсен хыçĕнче оборона линийĕсенче тăнă хĕрлĕ армеецсем тăшманăн темиçе атакине сире-сире ывăтаççĕ. Совет салтакĕсем паттăррăн, пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçаççĕ. Тăшман пысăк çухатупа каялла чакать, анчах çĕнĕ вăй пухса каллех атакăна ыткăнать.

 Пирĕн салтаксенчен чылайăшĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуç хурать, нумайăшĕ аманать. Суранланнисем хушшинче Степан Борисов рядовой та пулнă. Пуля унăн чĕри çумĕнченех тухса кайнă-мĕн, вăл ăнсăртран кăна чĕрĕ юлнă. Ытти салтаксемпе пĕрле ăна Ленинградри госпитале сиплеме ăсатаççĕ. Çамрăк организм сурана парăнмасть-парăнмастех. Врачсемпе сестрасем канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ май, салтаксем каллех строя тăраççĕ. Степан Борисова Ленинграда хỹтĕлеме яраççĕ. Çак хулана илессишĕн урса кайса çапăçаççĕ гитлеровецсем. Анчах мĕнле тăрăшсан та, нимĕçсен эшкерĕсем çак хулана илеймеççĕ. Степан Борисов службăра тăнă взвод пĕррехинче фашистсен чылай салтакĕпе офицерне тыткăна илет. Çакăншăн хĕрлĕ армеецсене строй умĕнче тав тăваççĕ.

 Ленинграда хтĕленĕ вăхăтра Çĕнĕ Чукал йĕкĕтне каллех амантаççĕ. Ку хутĕнче _ ураран. Хальхинче вăл инçетри хулара _ Бурятири госпитальте сипленет. Питĕ шел, йывăр сурана пула врачсен унăн урине чĕркуççирен аяларах касма тивет. Госпитальте 7 уйăх сипленнĕ хыççăн, 1943 çулта, Степан Борисов тăван яла таврăнать. Паттăр салтак килте алă усса лармасть _ вăй çитнĕ таран колхоз ĕçне хутшăнать. Ытти çулсенче те халăхпа пĕрле ĕçлеме тăрăшать.

Халĕ те, 91 çула çитнĕ пулсан та, Çтапук тете ерипен кăштăртатса çỹрет-ха. Вăл шкул ачисене, ял çыннисене совет салтакĕсемпе офицерĕсен фронтри паттăрлăхĕ çинчен кала-кала кăтартать, ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕсенче выртса юлнă юлташĕсене аса илсе куççульне шăлать. Унăн кăкăрĕ çинчи наградăсем çине пăхса, шкулта вĕренекенсем ăна вăл е ку медале хăш вырăнти çапăçусемшĕн пани пирки ыйта-ыйта пĕлеççĕ.

 Степан Максимович вара вăрçăри тытăçусене çĕнĕрен куç умне кăларать, совет салтакĕсем фронтра хăйсен пурнăçне шеллемесĕр питĕ хăюллăн çапăçни пирки аса илет. С.М.Борисовăн чи юратнă уявĕ _ Çĕнтерỹ кунĕ. Хальхи Çĕнтерỹ кунне те чăтăмсăррăн кĕтет вăл. Çак кун фронтовик ял-йышпа пĕрле вăрçăран таврăнайман салтаксем ячĕпе лартнă палăк умне чечексем хурĕ, вĕсен çутă сăнарĕсене асра тытса пурăннине палăртса пуç тайĕ.

Пирĕн телейшĕн çапăçса пуç хунă салтаксемпе офицерсен, йывăр сурансене пула вăрçă хыççăн çамрăклах çĕре кĕнĕ фронтовиксен, кайранхи çулсенче пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă ветерансен вилĕмсĕр ячĕсене эпир те асрах тытар. Хамăрпа юнашар пурăнакан вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене яланах тимлĕх уйăрасчĕ, вĕсене май килнĕ таран пулăшма, ватлăх кунĕсене канăçлă тума тăрăшасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться