Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мĕнле пурăнатăн, фермер?

 

Хатĕр-и-ха районти фермер хуçалăхĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене? Пирĕн корреспондент вĕсенчен хăшин-пĕринпе тĕл пулса калаçнă.

 А.И.САТЕЕВ, Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертỹçи:

_ Çур акине хатĕр теме пулать. Пĕрчĕллĕ культурăсем 400 гектар, çав шутра 250 гектар çурхи тулă акатпăр. Пахча-çимĕç, çĕр улми çитĕнтересшĕн. Техника юсавлă. Кăçал ДТ-75, Т-150 тата МТЗ-82 тракторсем туянтăм. Çĕнех пулмасан та, ĕçлеме пулать. Тата МТЗ-80 трактор туянма килĕшỹ турăм. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Минераллă удобренисем те туянатăп: 60-70 тоннăран кая мар илесшĕн. Механизаторсем маттур. Çур акинче В. Шаталкин, Ю.Угарин, С.Харитонов, В.Кириллов тата ыттисем хастар ĕçлессе çирĕп шанатăп.

 В.Н.СИМУРЗИН, Çĕнĕ Чукалти "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕн ертỹçи:

 _ Манăн хуçалăх пысăк мар: акăнакан çĕр лаптăкĕ 67,5 гектар. Кăçал 7 гектар çĕр улми, 2 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 50 гектар тырă çитĕнтерĕп. Ыттине пĕр çул ỹсекен курăксем йышăнĕç. Эпир виçĕ пĕр тăван _ фермерсем. "Шакур" хуçалăх ертỹçи _ Сергей _ 20 гектар çĕр улми лартса ỹстерет. "Çăл куç" хуçалăх ертỹçи Владимир та çĕр улми ытларах çитĕнтересшĕн. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр, пулăшатпăр. Минераллă удобренисем туянаймарăм-ха, патшалăх çăмăллăхлă кредит парасса тỹсĕмсĕррĕн кĕтетĕп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться