Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Кăвак çулăм" хуçисем

 

 

 "Чăвашсетьгаз" ОАОн "Канашмежрайгаз" филиалĕн Шăмăршăри газ участокĕ _ районшăн питех те кирлĕ организаци. Хăвăрах шутласа пăхăр: кăçалхи хĕлле уйăх ытла сывлăш температури 35-36 градус е унтан та ытларах сивĕ тăчĕ. Темиçе эрне хушши ачасем те шкула çỹреймерĕç. Çав вăхăтрах халăха газпа тивĕçтерекенсем пĕр тикĕс ĕçлерĕç, районта авари пулнă пĕр тĕслĕх те çук. Шутлама та хăрушă вĕт: енчен те шартлама сивĕре пирĕн çуртсене газ пыма пăрахнă пулсан (уйрăмах _ нумай хваттерлĕ çуртсене, учрежденисене) мĕн чухлĕ инкек пулатчĕ. Телее, йĕркеллех хĕл каçса ỹкрĕмĕр, район пурнăçĕ саманта та чарăнса лармарĕ. Çакăнта, ман шутпа, халăха çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекенсен тỹпи те пысăк. Вĕсен ĕçĕ йывăр та канăçсăр, хуть те хăçан та чĕннĕ çĕре тухса кайма хатĕр тăмалла.

 М.Н. Салахов ертсе пыракан хастар коллектив хăйĕн тивĕçĕсене трĕ кăмăлтан пурнăçлать. Мустафа Нуруллович уçă кăмăллă, çын нушине ăнланакан ертỹçĕ. Районти ялсене газ кĕртес тĕлĕшпе пысăк вăй хучĕ. Халĕ çуртсене "кăвак çулăм" пĕр тикĕс пырса тăтăрччĕ тесе тăрăшать. Коллективра авторитетлă, сăмахне çилпе вĕçтермест. Газшăн яваплă ытти специалистсем пирки те ыррине çеç калас килет. В.И.Кудряшов, Ф.Н.Хайлов, А.М. Митрофанов, А.М.Дорофеев слесарь-газовиксем, А.М.Миронов мастер, В.К.Рахманов, Е.В.Иванов, С.А.Ложкин водительсем, Л.М.Самарина диспетчер районти 4 пин ытла абонента тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Тĕпрен илсен, Шăмăршă районĕнчи ялсене çут çанталăк газĕ кĕртесси вĕçленнĕ. Халĕ мĕн пуррине пĕр тикĕс ĕçлеттермелле, техника хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалла. Енчен те сире газ приборĕсен юсавлăхĕ иккĕлентерсен, çийĕнчех Шăмăршăри газ участокне 04 телефонпа шăнкăравлăр. Сире пулăшма яланах хатĕр кунти ĕçченсем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться