Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУТÇАНТАЛĂК - ПИРĔН ТУС

 

Çутçанталăка упрасси _ кашни çыннăн тивĕçĕ. Тăван тавралăх аталанса, хитреленсе пытăр тесен ачасене мĕн пĕчĕкренех çутçанталăка юратма, ăна упрама вĕрентмелле. Палтиел ял библиотекинче 1987 çултанпа çутçанталăка юратакансен "Çутçанталăк _ сан тусу" ятлă клуб ĕçлет. Библиотекăра "Çутçанталăка упрама пĕлер" ятлă илемлĕ кĕтес пур. Унта çутçанталăка юратакансем валли тĕрлĕ кĕнекесем, журналсем нумай. Ăна килти чечексем тата типĕтнĕ чечексенчен ăсталанă апликацисем илем кỹреççĕ. Кунта час-часах шкул ачисемпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Библиотекарьсем апрелĕн 1-мĕшĕнче 4-7 классенчи вĕренекенсемпе Кайăксен кунне халалласа литературăпа юрă-ташă каçне ирттерчĕç. Ачасем тĕрлĕ конкурссенче, вăйăсенче, викторинăсенче вăй виçрĕç. Конкурссенче уйрăмах А.Кузьмина, Г.Валеева, О.Кузьмина, И.Фасхутдинов палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕсем пĕчĕк парнесем илчĕç. Апрелĕн 10-мĕшĕнче ял библиотекине Палтиел ача сачĕн воспитателĕ З.Куропаткина ача садĕнчи экологи кружок членĕсене (аслă ушкăнри ачасене) экскурсие илсе килчĕ. Библиотека заведующийĕ М.Гайнуллова ачасене библиотекăпа, çутçанталăк кĕтесĕпе, "Çĕршывăмăр пирĕн пĕрре" ятлă выставкăри кĕнекесемпе паллаштарчĕ. З.Куропаткина çутçанталăкăн пулăмĕсем çинчен интереслĕ каласа пачĕ, çутçанталăка юратмалли, ăна упрамалли пирки ăнлантарчĕ. Т.Долгова библиотекарь "Садри тата хирти чечексем" кĕнеке тăрăх калаçу ирттерчĕ, вĕсен ячĕсемпе, уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Чечексене епле ỹстермелли, пăхмалли, ĕрчетмелли мелсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ача сачĕ умĕнче чечексем лартнă-акнă вăхăтра ачасем хаваспах воспитательсене пулăшма кăмăл турĕç, библиотекăна та час-час çỹреме шантарчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться