ПЕРЕПИСЧИКСЕНЕ _ ТĔРĔС ИНФОРМАЦИ
Ыйту: Халăх ял хуçалăх çыравĕ пирки мĕн шутланине пĕлме социологи тĕпчевĕсем ирттернĕ-и? Ирттернĕ пулсан мĕн кăтартса панă вĕсем?
Хурав: Çапла, тĕпчевсем туса ирттернĕ. Тĕпчевсем пулас çырав влаçа кăна мар, пĕтĕм халăха кирлĕ пулнине кăтартса пачĕç. социологи кăтартăвĕсем тăрăх, ăнлантару ĕçĕсем пуçланичченех хула халăхĕ 50 процент, ял çыннисем 51 процент çырав кирлĕ тесе палăртнă. Ыйтса пĕлнисенчен16 проценчĕ анчах çырав кирлĕ мар тет. Халăхăн ытларах пайĕ çырава хутшăнасшăн.Тĕслĕхрен, хушма хуçалăхпа пурăнакансен 83 проценчĕ переписчиксене тĕрĕс информаци парассине пĕлтернĕ.
Ыйту: Çырава хутшăнни çынсене мĕнле те пулин усă парĕ-и?
Хурав: Çырава ăнăçлă ирттерсе яни ял ĕçченĕсен пурнăçне çăмăллатма пулăшĕ. Паллах, вĕсем тулли те тĕрĕс хуравсем парсан. Вĕсен хуравĕсем ял хуçалăхĕпе çыхăннă саккунсемпе влаç органĕсен йышăнăвĕсене кăларма, федераци, регион, муниципалитет программисене йышăнма пулăшĕç. Çын миçе çулти, мĕнле пĕлỹ, профессии илни çинчен ыйтнисем влаçсене çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем туса пама, экономикăн аграри отраслĕ валли кадрсем хатĕрлекен вĕренỹ заведенийĕсем уçма, курссем йĕркелеме кирлĕ.
Техникăпа оборудовани мĕн чухлĕ пулнине пĕлни çак машинăсене пуçтаракансене малалла мĕн чухлĕ тата мĕнлерех техника туса кăлармаллине пĕлме пулăшĕ. Ака тумалли çĕрсен калăпăшне, структурине пĕлни патшалăха çĕр пахалăхне лайăхлатса рынок вăхăчĕ ыйтакан хуçалăх çаврăнăшне кĕртсе яма кирлĕ. Çырав тĕрлĕ хуçалăх фермисем шывпа, çулсемпе, электроэнергипе, газпа, мĕнле тивĕçнине тĕрĕс кăтартса парĕ. Çакна кура патшалăх тата муниципалитет влаçĕсем çак ыйтусене татса памалли адреслă программăсем йышăнĕç.