Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НАРКОТИК ЕННЕ АЛЛА ТĂСАР МАР

 

НАРКОМАНИ çинчен сăмах пуçарсан, çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Героин, кокаин ятлă наркотиксен ячĕсене аса илсе пуçа та ыраттарас килмест. Анчах та нумайăшĕ шăпах хăйсен савăнăçне_ пуласлăхне тесен те йăнăш пулмĕ _ "шурă вилĕмре" кураççĕ. Наркомани енне ытларах та ытларах çамрăк çĕрсемпе каччăсем ура ярса пусни пирки чан çапсах сехĕрлентереççĕ. Наркотик "алли" хытă хĕстерсе тытсан хăтăлма питĕ йывăр. Яшсемпе хĕрсене ирĕксĕрлесех шурă порошок тутантарни çинчен те пĕрре мар илтнĕ. Çакăн пек лару-тăрăва кĕрсе ỹксен çамрăксен мĕн тумалла-ха?

 Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕ наркотикпа "туслашни" çинчен илтсен хăйне мĕнле тытмалла? Хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупас тесе районти тĕп больницăн нарколог тухтăрĕпе Н. Н. Поляковапа курса калаçрăмăр.

_ Ашшĕ-амăшĕн ачи наркотиксемпе туслашни çинчен пĕлсен тỹрех ахăрашма васкамалла мар. Ывăл е хĕр аллисем çинче йĕппе шăтарса пĕтернĕ вырăнсене курсан, тĕпренчĕкĕрпе лăпкăн калаçма тăрăшăр. Уншăн çывăх юлташ пулма васкăр. Пĕрлештернĕ вăй çĕнтерỹ патне илсе пынине ан манăр.

_ Наталья Николаевна, ял çынни намăс курасран шикленет-çке. Енчен те ашшĕ-амăшĕ тỹрех ачине кăшкăрса вăрçма пуçласан...

 _ Ача наркотик тутанни çинчен пĕлсенех ашшĕ-амăшĕ сехĕрленсе ỹкесси паллă ĕнтĕ. Уйрăмах, амăшĕ тĕнче пĕтесле янрашма пуçлĕ. Кун пек хăтланни çамрăка пушшех те хурлантарать.Вăл ашшĕ-амăшĕнчен пăрăнса çỹреме тăрăшĕ, чĕмсĕрленĕ. Тен, тутанса курнă наркотик сирĕн тĕпренчĕкĕршĕн пĕрремĕш те, юлашки те пулĕ. Ывăлăрпа е хĕрĕрпе пысăк çын пек калаçăр, ăна итлеме тăрăшăр.

 _ Апла, ашшĕ-амăшĕн çамрăкшăн ăна çитĕнтерекенĕ кăна мар, унăн çывăх юлташĕ те пулмалла.

_ Çапла, çакăн пирки яланах асра тытмалла. Кирек мĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та, çамрăк хăйне çывăх çыннисем пăрахманни çинчен пĕлсе тăтăр. Унпа канашлама, унăн йывăрлăхĕсене сỹтсе явма вăхăтăра ан шеллĕр. ывăлăрăн е хĕрĕрĕн юлташĕсене килĕре чĕнĕр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланăр.

 _ Ашшĕ-амăшĕ хăйсен вăйĕпе çеç ачине йывăрлăхран туртса кăлараймасан, пулăшу тухтăртан ыйтмалли çеç юлать пулĕ. Тỹрех нарколог патне çул тытмалла-и?

_ Эсир ачăра хăвăр вăйăрпа наркотиксенчен хăтăлма пулăшаймарăр пулсан, больницăна кайса пулăшу ыйтма ан именĕр, малтанласа психологпа е психотерапевтпа канашласа пăхăр. Ывăлăр е хĕрĕр хăй те психологпа калаçсан аван. Тухтăр сире ăнланĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшĕ. Енчен те сирĕн тĕпренчĕкĕн наркотикпа айкашасси вăйлансах пырать пулсан, тỹрех нарколог кабинечĕн алăкне пырса уçăр. Хальхи вăхăтра наркологи чирĕнчен тĕрлĕ енлĕн сиплеççĕ. Кунта çамрăк хăй те наркотиксенчен хăтăлма çирĕп тĕллев тытмалла. "Шурă вилĕмпе" кĕрешме нумай вăхăт кирлĕ, çавăнпа та чăтăмлă пулăр.

_ Наталья Николаевна, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачи наркотиксемпе туслашни çинчен вăхăтра сиссен тем пекехччĕ-ха. Тепĕр чух, ним пĕлмесĕр пурăнакансем те сахал мар вĕт-ха. Наркотик тутанакансен паллисене тепĕр хут асăнсан та ытлашши пулман пек туйăнать...

 _ Ашшĕ-амăшĕсене пĕлсе тăма: пулăшу ыйтма килекенсене ăнланма эпир яланах хатĕр. Тĕрĕс, наркотик тутанакансене уйăрса илмелли паллăсем çинче чарăнса тăни пĕрре те ытлашши пулмĕ. Ача апат çисех каймасть е ытлашши нумай çиет, куç шăрçисем пысăкланнă е пĕрĕннĕ, пĕр вĕçĕм çывăрать е ыйхăсăр аптрать, хăвăрт ывăнать, шуранка тĕс çапнă, куç шуррисем хĕрелнĕ, чĕлхи хăмăрланнă, кăвакарнă, пируспа çунтарнă вырăнсем, алă çинче укол тунă паллăсем, хăвăрт пăсăлакан шăлсем _ çаксем пурте наркомани чирĕн паллисем. Унсăр пуçне, шприцсемпе йĕпсем, пĕлмен таблеткăсемпе порошоксем, курăксемпе капсулăсем килте тупăнни те сехĕрленмелли сăлтав пулма пултарать. Енчен те çак япаласене пытарса усрать пулсан, пушшех те усалли çинчен шутлама май парать.

_ Юлашкинчен, çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

_ Мĕнле йывăрлăха кĕрсе ỹксен те, наркотик енне ан туртăнăр. Пур пăтăрмаха та çирĕп сывлăхпа çĕнтерме пулать. Минутлăх киленỹ шыраса хăвăр пурнăçăра çухататăр. Наркотик кăна мар, эрех-сăра ĕçме, пирус туртма та ан васкăр. Вĕсем _ пурнăçа кĕскетекен наркăмăшсем. Ан манăр çамрăксем, эпир çĕр çинче сывлăхпа утнă чухне çеç пурнăç илемлĕ!



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться