ИЛĔРТЕТ "АСАМАТ КĔПЕРĔ"...
Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вун виççĕмĕш çул ĕнтĕ ачасем ертсе пыракан "Асамат кĕперĕ" ятлă Республика "пурăнать", вăл тĕрлĕ ỹсĕмри ача-пăчана пĕрлештерет. "Асамат кĕперĕ" Республика вĕренекенсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлет, вĕресе тăракан шкул пурнăçне илем кỹрет. Шкул Республикин саккунсем кăларкан влаçĕн пуçлăхĕ _ Президент. Ăна 7-8 классенче вĕренекенсем хушшинче вăрттăн е уççăн сасăласа пĕр çуллăха суйлаççĕ. Ку вĕренỹ çулĕнче Президент пулма 8 "в" класра вĕренекен Кристина Семенована шанчĕç. Вице-президент "лавне" 8 "б" класс хĕр ачи София Абрамова туртса пырать. Ачасен организацийĕ 7 енпе ĕçлет. Кашни ене министр ертсе пырать. Вĕсем пурнăçлакан влаçăн Министрсен Кабинечĕн йышĕнче тăраççĕ тата 5-8 классенче вĕренекенсем хушшинче суйланаççĕ. Министрсем хăйсене шанса панă ене ертсе пыраççĕ, хăйсен çумĕсене ĕç хушаççĕ тата пурнăçланă ĕçе тĕрĕслесе тăраççĕ.
"Асамат кĕперĕ" организаци февралĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 19-мĕшĕччен республикăра пулса иртекен "Манăн пуçарулăх" конкурссен проектне хутшăнать. Çак проектпа нумай ырă ĕç пурнăçланă. Сăмахран, апрелĕн 6-мĕшĕнче физкультурăпа спорт министерстви (министрĕ Руслан Бахитов) "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" ятпа интереслĕ мероприяти ирттерчĕ. Унта Антоновсен ("Лидер"), Кудряшовсен ("Ракета"), Мироновсен ("Факел") çемйисен командисем хутшăнчĕç. Çивĕч тупăшура Кудряшовсен çемйи чи маттурри пулни палăрчĕ. "Асамат кĕперĕ" Республика мал ĕмĕтпе, пысăк тĕллевсемпе ĕçлет.