Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Хурçă утсем" тăраççĕ "ташласа", хĕрỹ ĕçе, ак, пуçăнĕ хресчен...

                                                                                                                                                 Çур аки умĕн  

 Паянхи йывăр тапхăрта та ăнăçлă ĕçлеме пултаракан хуçалăха пырсан чун савăнать. Кунта çынсен сăн-пичĕсем те çутăраххăн та кăмăллăраххăн туйăнаççĕ, хăш-пĕр çĕрти пек "вăл çук" та "ку çук" тесе тăмаççĕ. "Çапла тăвасчĕ-ха, çавна туянасчĕ-ха", - тесе ĕмĕтленеççĕ. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртеççĕ. Ман шутпа, район администрацийĕ çур аки умĕнхи семинар-канашлăва иртерме ăнсăртран "Исток" хуçалăха суйласа илмен. Çак пысăках мар хуçалăх (акăнакан çĕрсем 941 гектар) юлашки çулсенче ỹсем хыçăн ỹсĕм тăвать.

1.      "Тилхепе" - шанчăклă алăра

 Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, юлхавсене тỹсме пултарайманскер, канашлусенче "Исток" хуçалăх ертỹçине Ю.А.Старшова пултаруллă пулнăшăн ырланине пĕрре çеç мар илтнĕ. Юрий Артемьевич ял валли ертсе пыракан кадрсем суйласа илес тĕлĕшпе ирттернĕ республика конкурсĕнче те çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Экономикăна тĕреклетессишĕн, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессишĕн вăй-халне шеллемест район Пухăвĕн депутачĕ.

 Васанти техника паркне кĕрсенех пурте тирпейлĕхпе йĕркелĕхе асăрхарĕç пулĕ. Тен, семинар тĕлне ятарласах тирпей тунă пулĕ-ха, анчах ытти чухне те кунта ял хуçалăх машинисем арăш-пирĕш лармаççĕ. "Исток" хуçалăх _ "Строитель" ОООн çум предприятийĕ. Пĕрлехи вăйпа ял хуçалăхне çĕклессишĕн тăрăшаççĕ. Акă, çак кунсенче кăна-ха "АПК аталанăвĕ" Наци проекчĕ шучĕпе патшалăхран кредит илсе МТЗ-1221 маркăллă икĕ трактор туяннă. Топливăна нумай перекетлекен, тухăçлă ĕçлекен çак тракторсене çамрăк механизаторсене _ Алексей Ефимовпа Алексей Кузнецова шаннă.

 _ Çĕнĕ тракторпа ĕçлеме шанни _ пысăк телей, - савăнăçне пытараймасть Алексей Ефимов. _ Механизаторта вун виççĕмĕш çул ĕçлетĕп, яланах кивĕ техникăпа нушаланнă.

 Ретĕн-ретĕн вырнаçнă тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисем çине пăхма кăмăллă. Тĕплĕн юсанă, сăрланă, хире тухма ирĕк илнĕ. Механизаторсем, пурте вĕр-çĕнĕ ĕç тумтирĕ тăхăннăскерсем, çур аки пуçланасса тỹсеймесĕр кĕтеççĕ.

Ю.А.Старшов хĕрỹ тапхăрта пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. 260 гектра çурхи тулă, урпа _ 210, сĕлĕ _ 40, хура тул _ 10, пĕр çул ỹсекен курăксем 80 гектар акмалла. Çĕр улми валли 10 гектар уйăрнă. Кăçал пысăк тупăшлă культура _ сахăр чĕкĕнтĕрĕ нихçанхинчен те нумайрах акаççĕ. 120 гектар йышăнĕ вăл. Хуçалăх иртнĕ кĕркунне пĕр гектар çĕре те сухаламасăр хăварман. Çур аки валли 150 тонна минераллă удобренисем туяннă. Часах кĕр тыррисене (300 гектар) тата нумай çул ỹсекен курăксене (89 гектар) "çĕр çăкăрĕпе" апатлантарса тухĕç. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те çителĕклĕ. Вăрлăхсем пурте паха, çĕнĕ элита сортсем те чылай туяннă.

_ Çур акинче пĕр гектар çĕре те удобренисĕр акмастпăр. Вăрлăхсене имçамласси çине те пысăк тимлĕх уйăрăпăр, - терĕ "Исток" хуçалăх ертỹçи Ю.А.Старшов. Кунта ĕçлекен çынна хаклама-хисеплеме те пĕлеççĕ. Пурне те вĕр-çĕнĕ ĕç тумтирĕпе тивĕçтерни çинчен каларăм-ха. Кунсăр пуçне, хаклă тỹлесех икĕ пысăк термос туяннă. Хĕрỹ тапхăрта столовăй яра кунах ĕçлĕ, механизаторсене кунне икĕ хутчен хире тухса вĕри апатпа тивĕçтерĕç.

Семинара килнисем çур акине хутшăнакансене ĕçшĕн тỹлемелли йĕркепе те интересленсех паллашрĕç. "Истокран" вĕренмелли пурах. Çакна районти хуçалăхсенчен пысăк опытлă ертỹçĕсем _ М.Х.Хамдеев, И.М.Абсалямов, В.Ф.Захаров, В.П.Еремеев тата ыттисем те палăртрĕç.

 

2.      Предприяти аталанать _ район бюджетне укçа кĕрет

"Исток" ОООн тĕп хуçи _ "Строитель" ООО. Унчченхи МСО ячĕ-шывĕ çакăн пек халĕ. Предприятии ертỹçи, Чăваш Республикин Патшалăх Думин депутачĕ Н.Н.Быков семинара килнисене хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. "Строитель" ООО _ йывăрлăхсене парăнмасăр аталанса пыракан предприяти. Кунта районти строительство валли пеноблок туса кăлараççĕ, пилорама тухăçлă ĕçлет. Хăйĕн укçи-тенкипе 18 вырăнлă хăна çурт туса лартнă, часах хулари пек илемлĕ çурт хута каймалла.

 Предприятин техника паркĕ те пуянлансах пырать. Н.Н.Быков Хайпăла ялĕнче ăратлă 50 лаша усрамалли ферма йĕркелесси çинчен пĕлтернине семинара килнисем ырласа йышăнчĕç. Патшалăхран кредит илнĕ укçапа çывăх вăхăтрах "красногорбатовская" ăратлă 50 пăрупа 25 пушмак пăру туянасшăн.

 _ Выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетни "АПК аталанăвĕ" Наци проектне пурнăçлассипе тỹрремĕнех çыхăннă, - палăртрĕ семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ чух район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров. _ Паян эпир сирĕнпе ыррине нумай куртăмăр, паха опыта харпăр-хăй патĕнче ĕçе кĕртме тăрăшмалла.

3.      Теори пайĕнче умри задачăсем çинчен калаçрĕç

 Семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров та, çĕр ĕç отраслĕшĕн яваплă В.П.Севрюгин тĕп агрономпа Н.М.Ухваркин тĕп инженер та, Шупашкартан килнисем те умра тăракан çивĕч задачăсем çинчен калаçрĕç. Ял хуçалăхĕнче энерги ресурсĕсене перекетлекен çĕнĕ техника, çĕнĕ элита сортсем туянмалли, вăрлăхсене имçамласа кăна акмалли, акана лайăх пахалăхпа, кĕске вăхăтра ирттермелли пирки усăллă сĕнỹсем пачĕç.

 Çур акине ирттерме районти хуçалăхсем патшалăхран 7 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Хастаррисем паян васкасах çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттараççĕ, минераллă удобренисем кỹреççĕ. Çак ĕçе пур çĕрте те хăвăртлатмалла. Уйрăмах тракторсене юсасси вăраха тăсăлнă. Çурхи кун çулталăк тăрантаринине пурин те асра тымалла. Семинар-канашлу ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе хуçалăхсен ертỹçисем, тĕп специалистсем, фермерсем хутшăнчĕç. Мĕн курни-илни чылайăшне шухăша ячĕ пулĕ: çынсем ĕçлеме пултараççĕ вĕт-ха, эпир мĕнпе япăх?



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться