Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХРЕСЧЕН ВЫЛЬĂХ УСРАТЬ _ КĔСЬЕРЕ УКÇА ЧĂШТĂРТАТАТЬ...

                                                                                                                     Ял поселенийĕсенче

ĔÇЧЕН те харсăр çынсем пурăнаççĕ Васан ял поселенийĕн территорийĕнче. Çакна ялсенчи кермен пек илемлĕ çуртсем нумаййи те, асфальт сарнă çулпа чупакан çăмăл автомашинăсем йышли те, ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тăрăшни те аван çирĕплетет.

"Выльăх-чĕрлĕхе пĕр-пĕринпе ăмăртмалла усраççĕ пирĕн енче", - терĕ Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов. _ Усрама çăмăл мар пулин те, харсăрсем йывăрлăхсенчен хăраса тăмаççĕ.

Станислав Вячеславовичпа "АПК аталанăвĕ" Наци проекчĕ ял поселенийĕн территорийĕнче мĕнле пурнăçланса пыни çинчен калаçу пуçартăмăр.

1.      Куçпа куртăмăр, тĕлĕнтĕмĕр...

 Васанти икĕ килти хуçалăхра _ Егоровсемпе Еремеевсем патĕнче пулса курни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Акă ăçта вĕсем, хула халăхне аш-какайпа тата сĕт-çупа тăрантарма пултаракан чăн-чăн хресченсем!

 В.П.Егоровăн пысăк та капмар килти хуçалăхĕ тирпейлĕ кăна пĕчĕк фермăна аса илтерчĕ. Сăвакан пĕр ĕне, виçĕ вăкăр, виçĕ сысна ами, хĕл каçарнă сакăр сысна, вунă сысна çури, икĕ лаша... Паллах, хăйсенчен ытлашшине сутаççĕ, çапла майпа укçа ĕçлесе тăваççĕ.

В.П.Еремеевăн хуçалăхĕнче вара, ĕненетĕр-и _ çитмĕл пуç сысна ĕрчетеççĕ! Çирĕмĕшне паян тесен паян сутмалла, пурте мăнтăр та таса. Сыснасемсĕр пуçне, икĕ ĕне, пĕр пăру, вун виçĕ пуç сурăх усраççĕ Еремеевсем. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутса "Нива" тата "Жигули" çăмăл автомашинăсем туяннă. Иккĕшĕ те прицеппа _ çуллахи вăхăтра выльăх çими хатĕрлеме питĕ меллĕ. Егоровсемпе Еремеевсем пеккисем ялсенче тата та пур. Чунтан тăрăшса ĕçлекенсене тивĕçлипех мухтамалла.

2.      Сĕт сутатăн _ тупăш куратăн

 Васан, Кивĕ Шăмăршă тата Ярăслав ялĕсенче пурăнакансем килти хуçалăхран ытлашши сĕте Шăмăршăри завода сутаççĕ. Сĕт пуçтарнă çĕрте В.Кузьмин уйрăмах тăрăшуллă пулни çинчен пĕлтерчĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ. УАЗ автомашинăпа хальлĕхе кунсерен 300 килограмм ытла сĕт пуçтарать Владимир. Çак цифра малашне пысăклансах пырĕ. Ярăславра И.Васильевапа И.Антонова та халăхран сĕт туянаççĕ. Пĕтĕм продукци Шăмăршăна ăсанать. Укçине тỹлесех пыни сĕт сутакансен кăмăлне çĕклет. Ара, укçа кама ытлашши-ха, мĕншĕн нумайрах сутас мар?

 Килти хушма хуçалăха аталантарма ял çыннисем патшалăхран çăмăллăхлă кредит илеççĕ. 100-150 пин тенкĕ илес кăмăллисем чылай, ытларах илме шикленерех тăраççĕ. "Хăрама кирлĕ мар, - тесе шутлать ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов. _ Выльăх йышлă усрани _ çĕршыва усă кỹни. Аш-какайпа сĕт хакĕсем ỹссех пыни кредитпа вăхăтра татăлма май парĕ".

 "Кам ĕçлет _ çавă çиет" - тенĕ ваттисем. Ĕçлемесен, тăрăшмасан, пуçлăхсене вăрçса çеç ларсан сана никам та тăрантармĕ. Хальхи саманара ĕçченнисемпе харсăррисем, йывăрлăхсенчен хăраманнисем çеç пылпа кулачă çиеççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться