Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрĕх çула яхăн _ журналистикăра

 

Санăн çыннусем, тăван район

 

ПАЯН пирĕн хисеплĕ юлташăмăр, 39 çул та пилĕк уйăх район хаçатĕнче (çав шутра 30 çул ытла _ яваплă секретарьте) ĕçленĕ Василий Федорович Чураков (Ваçлей Сарри) журналист 70 çул тултарать.

В.Ф.Чураков 1936 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче çуралнă. Хаçат ĕçне Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех пуçăннă та, Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă çулсенче те, ун хыççăн та çырсах тăнă. 1960 çулта ăна район хаçатне ĕçлеме йышăннă. Ĕçленĕ хушăрах аслă шкултан вĕренсе тухнă, журналистика уйрăмне пĕтернĕ.

 Çырусен пайĕн пуçлăхĕн, яваплă секретарĕн йывăр лавне пĕр ỹркенмесĕр хĕрĕх çула яхăн туртса пынă Василий Федорович. Унăн статйисемпе корреспонденцийĕсем çынсене ĕçлеме тата пурăнма хавхалантарнă. Хастар ĕçленине сума суса, В.Ф. Чуракова тĕрлĕ органсен Хисеп грамотисемпе тата Дипломсемпе, çав шутра Раççей Федерацийĕн Журналистсен Союзĕн Хисеп грамотипе чысланă. Василий Федорович районта çуралса ỹснĕ паллă çынсем çинчен пуян материал пуçтарнă, республика хаçачĕсенче вун-вун статья пичетлесе кăларнă.

 Çулĕсем сахал мар пулин те, В.Ф.Чураков чунĕпе çамрăк-ха, район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать. Çамрăксене ырă канашпа пулăшать, редакци ыйтнипе паха материалсем хатĕрлет. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир Сире, пирĕн аслă юлташăмăр. Чунри хавхалану хĕмленсех тăтăр, çырас пултарулăх нихăçан та ан чактăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2006
00:00
Поделиться