УЙ-ХИР ЧĔНЕТ
Палтиел ялĕнчи çỹллĕ йывăçсем çинче хура кураксем шавлаççĕ, юртан тасалса пыракан хирте тăри юрри илтĕнет. "Мир" ЗАОн техника паркĕнче механизаторсем ял хуçалăх машинисене тепĕр хут тĕрĕслесе тухаççĕ.
"Уй-хир чĕнет, - терĕ йăл! кулса З.Х.Афиятуллов директор. _ Тепĕр темиçе кунтанах çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланĕç".
Зефер Халиулловичпа çуркунне пурнăçламалли ĕçсем çинчен калаçу пуçартăмăр.
_ Кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксем начар мар хĕл каçрĕç, - кăмăллăн калаçрĕ З.Х.Афиятуллов. _ Лаптăксем пысăк _ кĕрхи тулă 300, ыраш 100 гектар, нумай çул ỹсекен курăксем 450 гектар йышăнаççĕ. Минераллă удобренисемпе туллин апатлантарсан, калчасем парка çитĕнĕç.
_ Зефер Халиуллович, çур аки планĕпе кĕскен паллаштараймăр-ши?
_ Çурхи тулă 300 гектар йышăнĕ. Çĕнĕ, малашлăхлă "землячка" сорта Ульяновск облаçĕнчен кỹтĕмĕр. Урпа 100, пĕр çул ỹсекен курăксем 100 гектар акатпăр. Çĕр улми лартма 30 гектар пулăхлă çĕр уйăртăмăр.
_ Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ-и?
_ 20 тонна кăткăс удобренипе 10 тонна аммиак селитри хатĕрленĕ, çывăх кунсенче тата кỹрсе килетпĕр. Топливо туянма та патшалăхран кредит илетпĕр. Çур акинче чăрмав пулмĕ. Пĕлтĕр эпир СКП-2,1 маркăллă çĕнĕ сеялка туянтăмăр, унпа ĕçлеме опытлă механизаторсене Г.Хафизовпа М.Юнусова шантăмăр. Акана виçĕ сеялкăллă пĕр агрегат хутшăнать, ăна Н.Николаев ĕçлеттерĕ. К-700 тракторпа нỹрĕк тытса хăварăпăр, М. Тизяков механизатор хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет. Хĕрỹ тапхăрта столовăй ĕçлет, ĕç хыççăн çăвăнма паркра кашни кунах мунча хутăпăр. Паркра юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ, хресчен уй-хирте тăпра пиçсе çитессе тỹсĕмсĕррĕн кĕтет.