Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУРНĂÇЛАННĂ ĔМĔТ

 

Санăн çыннусем, тăван район

 ÇАК илемлĕ сăн-питлĕ, çын çине яланах ăшшăн пăхакан, тĕл пулсан нихăçан та сывлăх сунмасăр иртмен хĕрарăма Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал ялĕсенче пурăнакансем тивĕçлипе хисеплеççĕ. Юлия Михайловна Чугунова (хĕр чухнехи хушамачĕ Шуверова) пирĕн яла Шупашкарта пединститут пĕтернĕ хыççăн килнĕ те, паян кун та ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн чунтан тăрăшать.

Юлия Михайловна _ акăлчан чĕлхи учителĕ. Хăйĕн предметне вăл чунтан юратать, çак юратăва ачасен чĕрисенче те чĕртет. Акăлчан чĕлхине çăмăллăн алла илме çук, тĕрĕс вулама, çырма, куçарма, калаçма темиçе çул вĕренмелле. Ю.М.Чугунова кашни ачапах уйрăмшарăн ĕçлеме тăрăшать, ăнланман сăмахсене тепĕр хут каласа ăнлантарать. Шкулти учительсен коллективĕнче вăл ĕçчен те тăрăшуллă пулнипе палăрса тăрать. Юлия Михайловна 9-мĕш класс руководителĕ те. Шăпах ун пек класс руководителĕсем шкул реформине пурнăçа кĕртеççĕ те. Ачасемшĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех вăл, çав вăăхăтрах дисциплинăна та çирĕп тытать.

Пĕр вăхăтрах шкулти профсоюз комитетне ертсе пырать. Çирĕм икĕ çул шкулта ĕçлесе, Ю.М.Чугунова пысăк опыт пухнă. Хастар ĕçшĕн ăна пĕрре çеç мар Хисеп грамотисемпе чысланă. Чи пысăк чыс вара _ ăна хăйĕн вĕренекенĕсем манманни, ял-йыш хисеплени.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 апреля 2006
00:00
Поделиться