Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ордена ахаль паман...

 

Галина Гавриловна Хрисанова (Капралова) _ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ. Çак наградăна ăна 1975 çулта, "Восход" колхозра сыснасем пăхнă чух ĕçре пысăк çитĕнỹ тупăшăн панă. Галина Гавриловна нумай çул сысна фермине те ертсе пынă, коллектив яланах районта малти вырăнсене йышăннă.

 Халĕ Г.Г.Хрисанова (Капралова) _ тивĕçлĕ канура. Çак кунсенче вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ ăна ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, унччен пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 апреля 2006
00:00
Поделиться