Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔЛЕНЧЕ ÇИНЧЕ ÇỸРЕТПĔР...

 

                                                                                               Редакцие килнĕ çыру

 Акă, ытарма çук илемлĕ çуркунне çитрĕ. Часах çут çанталăк та чĕрĕлĕ, вăрман ешĕл тум тумланĕ. Анчах çак илеме, савăнăçа пăсакансем те пур. Йĕри-тавра пăхăр-ха: мĕн чухлĕ пушă кĕленче савăт, консерва банкисем, целлофан хутаç татăкĕсем йăваланса выртаççĕ! Çак лайăх мар ỹкерчĕке вăрманта мар, улăх-çаранра та, çырма хĕринче те курма пулать. Таçтан аякран килсе пăрахман-çке вĕсем, тирпейсĕрлĕхе хамăрах тăватпăр. Çапла илеме, чечеклĕ улăха, Шăнкăр-шăнкăр çырмапа çăл куç йĕри-таврашне варалатпăр.

 Кăштах ăшăтсан, акă, ушкăнĕ-ушкăнĕпе шашлăк пĕçерме вăрман хĕррине кайĕç. Каллех вун-вун кĕленче, пластик савăтсем выртса юлĕç. Ваннă кĕленчесем урана касасран та хăрушă, тискер чĕр чунсем те аманма пултараççĕ. Пирĕн патăрта çеç мар, районти ытти ялсенче те тавралăха варалаççĕ. Субботник тăвас пулсан, вуншар машина тасамарлăх пуçтарма пулать. Анчах ял поселенийĕсен ертỹçисемпе депутатсем халăха тирпейлĕ пурăнма вĕрентес тĕлĕшпе татăклă сăмах каламаççĕ. Штраф тỹлеттермесен, пирĕн халăх сăмахпа каланипе кăна ăналанасшăн мар пуль çав...



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 апреля 2006
00:00
Поделиться