Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чунтан тăрăшса ĕçленĕ

 

Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан А.В.Миронов ĕмĕрĕ тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Çамрăклах тăван колхоз хирĕнче жнейкăпа тырă вырнă, конюхра тăрăшнă, уй-хир бригадине ертсе пынă. 1943-1951 çулсенче А.Миронов МВД органĕсенче службăра тăнă. Çартан таврăнсан каллех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă.

 Паян Александр Васильевич 80 çул тултарать. Юбилей ячĕпе ăна 7 ачи, 11 мăнукĕ, мăнукĕсен 7 ачи тата тăванĕсем чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей сунаççĕ. Çавăн пекех районти ветерансен канашĕ те А.В.Миронова нумай çул пурăнма ырă сунать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 апреля 2006
00:00
Поделиться