Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ ОТРАСЛĔ: ЦИФРĂСЕМПЕ ФАКТСЕМ

 

 КĂÇАЛХИ пĕрремĕш кварталта Шăмăршă район администрацийĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тунă килĕшỹ аш-какай туса илессипе 101 процент, сĕт туса илессипе 100 процент пурнăçланнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 106,5 процент, сĕт туса илесси 104 процент ỹснĕ. Хуçалăхсем пурĕ 85,8 тонна аш, 500,2 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 823 килограмм сĕт сунă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси 117,1 процент, сĕт туса илесси 108,8 процент ỹснĕ. Пĕрремĕш кварталта хуçалăхсем 21 пуç ăратлă ĕне выльăх, 3 пуç ăратлă сысна туяннă. Çавăн пекех халăхран 116 пуç ĕне выльăх, 113 пуç сысна сутăн илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 113 процент, сыснасен йышĕ 107 процент ỹснĕ.

 Хуçалăхсем 240 пуç ăратлă ĕне выльăх, 33 пуç ăратлă сысна, 60 пуç ăратлă сурăх туянма килĕшỹ тунă. Çав шутра "Исток" хуçалăх 75 пуç, "Шанс" хуçалăх 50 пуç "красногорбатовская" ăратлă, "Мир" хуçалăх 50 пуç, "Искра" _ 30, "Луч" - 25, "Миха" - хуçалăх 35 пуç хура-ула ăратлă ĕне, "Восход" хуçалăх 10 пуç, "Шанс" - 18 пуç, "Шуçăм" фермер хуçалăхĕ 5 пуç ăратлă сысна туянасшăн. "Бездна" фермер хуçалăхĕ халăхран 60 пуç, "Агродор" ООО 50 пуç вăкăр туянма шутлаççĕ.

 Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем пĕрремĕш кварталта çапла ĕçленĕ: "Искра" кооперативри Абрар Тепитов хăй пăхакан ушкăнри вăкăрсене талăкра вăтамран 666-шар грамм чĕрĕ ỹт хуштарнă; "Шанс" хуçалăхри Нина Харлампьева пăрусене талăкра вăтамран 671-шер, "Исток" хуçалăхри Нина Полякова 650-шар грамм ỹт хуштарнă; "Карлинская" хуçалăхри Тамара Гладкова хăй пăхакан 15 амаран 45, "Восход" хуçалăхри Римма Тихонова 15 амаран 98, çак хуçалăхри Зоя Самсонова 15 амаран 77 пуç сысна çури илнĕ; "Карлинская" хуçалăхри Нина Ильина самăртакан ушкăнри сыснасене талăкра вăтамран 360-шар, "Восход" хуçалăхри Владимир Матвеев 345-шер грамм ỹт хуштарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2006
00:00
Поделиться