Валерий ЕРЕМЕЕВ: "ПЫСĂК ТУХĂÇ ИЛЕССИ ХАМĂРТАН НУМАЙ КИЛЕТ"
"Çумăрпа аслати пулсан, агроном та кирлĕ мар", - шỹтлеççĕ халăхра. "Шанс" ООО директорĕ Валерий Еремеев, çĕр ĕçĕнче пысăк опыт пухнăскер, тухăç илесси çанталăкран кăна мар, ытларах чухне хамăртан килет тесе шутлать. Хресчен умĕнче тăракан чи пысăк задача паян _ çур акине йĕркеллĕ ирттерсе ярасси. Пирĕн коореспондент çак кунсенче В.П.ЕРЕМЕЕВПА тĕл пулса калаçнă, хуçалăх ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе интересленнĕ.
_ Вăрлăхсем пирки пăшăрханмалли çук, - тенĕ В.П.Еремеев. _ Çĕнĕ, малашлăхлă сортсене анлă çул паратпăр. Çак тĕллевпех 60 центнер супер-элита çурхи тулă, 50 центнер элита урпа, 20 центнер элита сĕлĕ туянтăмăр. Вăрлăхсене имçамласа кăна акăпăр.
_ Валерий Петрович, çур аки планĕпе кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши?
_ Çурхи тулă 214, урпа _ 80, сĕлĕ _ 60, пăрçа - 20, хура тул _ 25, вика _ 10, пĕр çул ỹсекен курăксем 40 гектар йышăнĕç. Пирĕн кĕр тыррисем 200 гектар. Тĕрĕсленĕ хыççăн начар мар хĕл каçни палăрчĕ. Нумай çул ỹсекен курăксем 161 гектар йышăнаççĕ, çуркунне тата 20 гектар акатпăр. Сахăр чĕкĕнтĕрне 70 гектар çинче çитĕнтеретпĕр. Алă вăйĕпе усă курмасăр, хими пулăшнипе ĕçлеме палăртрăмăр.
_ Минераллă удобренисем туянма пултартăр-и?
_ 110 тонна _ 600 пин тенкĕлĕх _ удобрени туянтăмăр. Çав шутра 60 тонни _ кăткăс удобренисем.
_ Юлашки ыйтăва парам-ха: çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ-и?
_ Хамăра кирлĕ чухлĕ хатĕрлерĕмĕр. Техника кивелсе çитни çеç пăшăрхантарать. Тем пек тăрăшса юсасан та киви-киввиех ĕнтĕ...