Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕçсе килеççĕ кайăксем, хăрушă чир ертмĕç-ши вĕсем?

 

Этемлĕх валли хăрушлăх тупăнсах тăрать. Тĕнчене, çавăн пекех Раççее халĕ кайăк грипĕ хăратать. Çĕршывăн 48 субьектĕнче чăхсемпе хур-кăвакалсем çак чирпе вилнĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Грипп уйрăмах халĕ _ кăнтăр енчен вĕçен кайăксем вĕçсе килнĕ тапхăрта сарăлма пултарать. Сыхланма пулать-и-ха çак хăрушă чиртен, ку тĕлĕшпе районти ветеринари служби мĕнле мерăсем йышăнать? Пирĕн корреспондент районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветврач-эпизотологĕпе П.Ф.ПИРОГОВПА тĕл пулса калаçнă.

 _ Çапла, кайăк грипĕн хăрушлăхĕ питĕ пысăк, - тенĕ П.Ф.Пирогов.

 _ Çак эпидемие уйрăмах килти чăх-чĕппе кайăк-кĕшĕк çăмăл парăнать. Вирус сĕтпе тăранса пурăнакан чĕрчунсене те, çав шутра çынна та ерме пултарать. Уйрăмах Китайпа Вăтаçĕр Ази урлă вĕçсе килекен вĕçен кайăксем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

 _ Кайăк кăвакалсемпе кайăк хурсем _ инфекци сарма пултаракан вĕçен кайăксем. Вĕсем пирĕн ялсем çывăхĕнчи пĕвесемпе кỹлĕсене анса лармĕç тесе шантарма çук вĕт-ха...

 _ Пирĕн районти 16 ял çывăхĕнче кайăк кăвакалсемпе кайăк хурсем анса ларма пултараççĕ. Çак вырăнсене эпир çирĕп контроллесе тăратпăр. Республикăра, çавăн пекех районта та çуркуннехи сунара чарнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти килти хуçалăхсенче 51000 штук чăхпа хур-кăвакал шутланнă. Вĕсен йышĕ 60 пинрен те иртессе кĕтетпĕр. Ял поселенийĕсен кайăк-кĕшĕк йышне çирĕп шута илмелле. Хăрушă чиртен сыхланмалли тĕп меслет _ вакцинаци. Çавăнпа та пире килти хуçалăхсенче миçе чăхпа хур-кăвакал, кăркка усрани тĕп-тĕрĕс кирлĕ. Эпир район валли 60200 доза вакцина заказ патăмăр, вакцинаци тума 8 бригада йĕркелерĕмĕр.

19 специалист паян тесен паян ĕçе пуçăнма хатĕр. Шел те, халлĕхе пире вакцина уйăрса параймарĕç-ха, ку вара чир сарă час хăрушлăха ỹстерет.

 _ Петр Федорович, кайăк грипĕнчен сыхланасси пирки район пуçлăхĕ йышăну та кăларнăччĕ, ку тĕлĕшпе районта ятарлă комисси те йĕркеленĕ. Районта командăпа штаб тренировки те иртрĕ. Йышăннă мерăсем пурте лайăх-ха, анчах хăрушă чир ан сарăлтăр тесен укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ-çке...

 _ Эпир профилактикăпа чире тĕп тумалли мероприятисем мĕн хака ларма пултарнине шутласа хунă. Дезинфекци хатĕрĕсемпе спецтумтир, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе вутă туянма сахалтан та 1 миллион та 234 пин тенкĕ кирлĕ. Вилнĕ е вĕлернĕ чăх-чĕппе хур-кăвакалшăн компенсаци тỹлеме тепĕр 5 миллион тенкĕ тупмалла. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци çак суммăна тупма пултараймасть, республикăри резерв фондĕнчен уйăрасси те иккĕленỹллĕ. Çавăнпа та дезинфекци хатĕрĕсемпе спецтумтир, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма хамăр районтах майсем шырамалла. Дезинфекци валли шыв та чылай кирлĕ.

 _ Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене эсир мĕн сĕнетĕр?

 _ Кашни ял поселенийĕн территорийĕнчех профилактика ĕçĕсем валли тата чире тĕп тума каякан тăкаксене тĕрĕс палăртмалла. Килти хуçалăхри чăх-чĕппе хур-кăвакала ирĕкре çỹретме чармалла, чир хăрушлăхĕ пирки халăха анлăн ăнлантарса памалла. Пĕвесемпе кỹлĕсенчен кайăк кăвакалсемпе кайăк хурсене хăратса ямалла, çак ĕçе пенсионерсене явăçтарсан питĕ лайăх. Чăх-чĕппе хур-кăвакала грипп ерни палăрсан, (кайăк-кĕшĕк хăйне вăйсăр тытни, тĕпекĕ кăвакарни, юнлă чĕкĕрни, ỹсĕрни) çийĕнчех вырăнти ветеринари службине тата районти ветстанцие 2-13-65 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле. Районти ветстанцире кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен дежурство йĕркеленĕ. Кашни ял поселенийĕнчех чирлĕ чăхсемпе хур-кăвакала тупса палăртакан, тытакан, вĕлерекен тата вилнисене çунтаракан ятарлă бригада йĕркелемелле. Пурте кар тăрса кĕрешсен çеç эпир хăрушă чире сарăлма памăпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться