Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Математика _ хăватлă наука

 

 Пирĕн Васанти вăтам шкулта 3-мĕш çул математикăна юратакансен клубĕ ĕçлет. Унта 5-9-мĕш класра вĕренекенсем çỹреççĕ. Çак клуба çỹрекенсем: районти конференцинче С.Смаев (8 кл.). "Математика - сăвăра" ĕçпе 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Т.Полякова (8 кл.) математика олимпиадинче çĕнтерсе Шупашкарти олимпиадăна хутшăнчĕ. Математика клубне С.Д.Егорова ертсе пырать. Светлана Дмитриевна занятийĕсем питĕ интереслĕ иртеççĕ. Эпир унта йывăр задачăсене шутлатпăр.

 Март уйăхĕнче пирĕн шкулта математика эрни пулса иртрĕ. Эрнери кашни кунĕнчех 1-11 классем хушшинче тĕрлĕ конкурссем пулса иртрĕç. Ачасем хастар хутшăнчĕç конкурса. Тĕрлĕ задачăсене вара 5-8 класра вĕренкенсем сценкăсем евĕр кăтартса пачĕç.Ачасем хăйсем тĕллĕн математика çинчен тĕрлĕ сăвăсем, юмахсем, калавсем çырчĕç. 7-8 класра вĕренекенсем хушшинче вара питĕ интереслĕ "казино" пулса иртрĕ. Кĕçĕн класрисем математика КВНĕнче тупăшрĕç. 3-мĕш классем çак ăмăртура чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсене И.И.Ендиерова питĕ тăрăшса хатĕрленĕ. Аслă классем хушшинче математика каçĕ "Ох, çак математика!" иртрĕ. Унта 11-мĕш класс ачисем çĕнтерчĕç. Малти вырăнсене тухакансене тĕрлĕ парнесем парса чысларĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться