Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАНĂÇСĂР ВĂХĂТ

 

 Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Пирĕн корреспондент район администрацийĕн агропромышленноç комплексĕнчи предприятисемпе обществăлла инфраструктурăна, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас енĕпе ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

 Н.Н.УХВАРКИН, механизаци енĕпе ĕçлекен тĕп специалист:

_ Хуçалăхсем патшалăхран кредит илсе çунталмалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ. Ака-суха ĕçĕсене ирттерме 322 тонна солярка кирлĕ пулсан, халлĕхе 129 тонна турттарса хунă. "Яблоневка", "Восход", "Исток", "Шанс", "Бездна", "Агродор" хуçалăхсенче топливо çителĕклĕ. "Карлинская", "Нива" тата "Мир" хуçалăхсенче лару-тăру кăткăс-ха. Техникăна юсассипе "Исток", "Восход", "Карлинская", "Яблоневка", "Бездна" хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. "Нива" тата "Луч" хуçалăхсенче юсав ĕçĕсене хăвăртлатмалла. Çак кунсенче ял хуçалăх техникин юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухатпăр.

 В.П.СЕВРЮГИН, çĕр ĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист:

 _ Кăçал районти хуçалăхсем нихçанхинчен те нумайрах _ 1450 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтересшĕн. Вăрлăхпа Ульяновскри сахăр завочĕ тивĕçтерет. Уйрăммăн илсен, "Восход" хуçалăх 750, "Шанс" - 70, "Исток" _ 150, "Карлинская" хуçалăх 60 гектар чĕкĕнтĕр акĕç. Паллах, уй-хиртен пысăк тухăç илес тесен минераллă удобренисем кирлĕ. Халлĕхе "Исток" хуçалăх 130, "Восход" хуçалăх 240 тонна удобрении кỹрсе килнĕ. "Карлинская", "Искра" тата "Шанс" хуçалăхсем те удобрени туянасси пирки килĕшỹ тунă, çывăх вăхăтрах турттарма пуçлаççĕ. Хуçалăхсем çуртрисен вăрлăхĕсен пахалăхне ỹстерес тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ, вăрлăхсене имçамласа кăна акăпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться