Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ÇЫРАВ" СĂМАХРАН ХĂРАМА КИРЛĔ МАР...

 

                                                                          Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ умĕн 

 Пирĕн корреспондент районта ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Л.П.ВАШУРКИНАПА тĕл пулса калаçнă.

 _ Лидия Петровна, мĕншĕн, тĕпрен илсен, ватă çынсем, вĕсем вара пирĕн вулакансен йышĕнче те сахал мар, çывхарса килекен çыравран хăраççĕ?

 _ Нумайăшĕ _ пĕлменрен. Телее, вырăнта информаципе ăнлантару ĕçĕ активлăланчĕ. Çапла, çыравăн итоглă данейĕсемпе фискал органĕсем ял хуçалăх продукцийĕсем туса илекенсем çине налук хывма усă курĕç текен сас-хура çỹрет. Ку апла мар! Çырав хучĕсенче производствăпа çыхăннă ыйтусем кăна пулĕç. Налук ĕçченĕсене, право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлекенсене интереслентерме пултараканни пулмĕ. Çырав хучĕсене ыйтса пĕлекен çынсен сăмахĕсем тăрăх кăна çырса тултарĕç. Шутлавçăсен (счетчиксен) çырав хутĕнче палăртман ыйтусене пама, мĕн каланине тепĕр хут ыйтса тĕрĕслеме юрамасть. Çырав хучĕсене ыйтса пĕлекен çыннăн хушамачĕ, адресĕ пулмасть. Урăхла каласан, илнĕ информаци анонимлă, ятсăр пулать.

 "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ" федераци саккунĕнче палăртнă тăрăх, пухакан сведенисемпе информаци ресурсĕсене йĕркеленĕ чухне усă кураççĕ. Вăл вара конфеденциаллă шутланать. Çав сведенисене сарма юрамасть. Информацие сарнă е мĕнле те пулин сведенисене пăсса кăтартнă должноçри çынсем Раççей законĕсемпе килĕшỹллĕн явап тытĕç. Çырава ăнăçлă йĕркелесе ирттерсе ярасси мĕн пур çынсен, пĕтĕм общество интересĕсемпе килĕшсе тăрать. Аграрири ĕçсен чăн-чăн лару-тăрăвне пĕлни тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума тата тĕрĕс решенисем йышăнма май парĕ. Çавăнпа ял çыннисен интересĕсене хĕсни пирки калама тивмест тата çак ыйту тухса тăма та пултараймасть. "Çырав" сăмахран хăрама кирлĕ мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться