Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇАПЛА ЙĔРКЕЛЕННĔ, ТĔРЕКЛЕННĔ

                                                                                                                         Истори станицисене уçсан

Çитес çул Шăмăршă районне туса хунăранпа 80 çул çитет. Çак паллă датăна кĕтсе илме хатĕрленнĕ май, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ район историне çутатакан материалсене пысăк вырăн пама палăртать. Çавна май эпир хамăрăн вулакансенчен, уйрăмах аслăрах çулсенчи çынсенчен хăйсен аса илĕвĕсене редакцие ярса пама ыйтатпăр.

 Паян эпир Васан ялĕнче колхоз йĕркеленни çинчен каласа паракан статьяна пичетлетпĕр. 1930 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ, юр ирĕлсе çурхи шыв кĕрлесе юхнă тапхăр. Çак кун Васан ялĕнче "Хĕрлĕ çĕнтерỹ" ("Красная победа") ятлă колхоз йĕркеленет. Коллективлă хуçалăха йĕркелесе ярас тесе Васан шкулĕн заведующийĕ Александр Степанович Гаврилов (Ишлĕ Матак чăвашĕ) уйрăмах нумай тăрăшнă. Ун хваттерĕнче каçсерен ялти активистсемпе комсомолецсем пуçтарăннă, колхоз йĕркелесе çĕнĕ пурнăç тăвасси çинчен хĕрỹллĕн калаçнă. Колхоза кĕрес шухăшлисем хăйсен заявленийĕсене А.С.Гаврилова панă.

 Александр Степановича колхозăн чăн малтанхи председателĕ пулма суйланă, шкул заведующийĕн ĕçне те хăех пурнăçланă. Колхоз преавленийĕ те шкул çуртĕнчех вырнаçнă пулнă. Çак йывăр тапхăрта А.С.Гаврилов председателе Ф.Н.Урмаев учитель пысăк пулăшу панă. Федор Николаевич халăх хушшинче пулса колхоза кĕнин усси çинчен каласа ăнлантарнă. Часах колхоз правленийĕ Поляк Кĕçтỹкĕн çуртне куçать. 1930 çулхи августра çак çурта шкула параççĕ, унăн пỹлĕмĕсенче 1 тата 3 классенче вĕренекен ачасем пĕлỹ илнĕ. Колхоз правленийĕ ун хыççăн В.М.Исаев, каярахпа А.С.Поляков, унтан С.Андреев çуртĕнче вырнаçнă. Коллективлă хуçалăха йĕркелесе яма 25 пинлисен шучĕпе Улатăр хулинчи рабочие И.П.Павлова янă. Иван Павлович колхозăн иккĕмĕш председателĕ пулнă. Чăн малтанхи колхозниксем çаксем пулнă: П.К.Вазанов, П.Я.Яковлев, П.П.Якушов, Ф.А.Архипов, М.С.Смаева, И.С.Поляков, А.О.Леонтьева, В.П.Павлов. Ялти хастар активистсенчен Ф.Вазанована (ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă), Ф.Архипова, В.Павлова (колхозăн чăн малтанхи счетовочĕ пулнă), П.Якушова (Васан ял Совет председателĕ пулнă) палăртмалла. Çав çулсенче колхозăн пĕрлехи картишĕ (общий двор) С.Андреев хуçалăхĕнче вырнаçнă. Çак çурта çамрăксем талăкĕпех хуралланă. И.П.Павлова Улатăра каялла чĕнсе илнĕ хыççăн, 1930 çулхи августра, колхоз председателĕ пулма Ф.А.Архипова суйланă. Ун хыççăн председательте П.К.Вазанов ĕçленĕ. Колхозăн чăн малтанхи конюхĕ те паллă, вăл _ Георгий Егоров.

 1930 çул. Колхоз çур акине хатĕрленет, анчах çĕр уйăрса паман-ха. Мăн кун эрни пулнине пăхмасăр, колхоз завхозĕ Поляк Иванĕ лаша кỹлсе Шăмăрша çĕр йĕркелỹçĕ илме каять. Çĕр йĕркелỹçе лартса килсен, хĕр арăмсем пăлхав çĕклеççĕ, лешĕ аран çеç пỹрте тарса кĕме ĕлкерет. Тепĕр кун районтан милиционерсем килсен тин хĕр арăмсем лăпланнă, çĕр йĕркелỹçĕ тинех колхоза çĕр уйăрса пама пултарнă. Колхоз ерипен ỹссе-аталансах пынă, халăх хастарлăхĕ ỹснĕ. Çĕнĕ ял хуçалăх машинисем туяннă, ĕç кунĕ пуçне тырă уйăрса пама тытăннă. Хресчен комитечĕ (крестком) колхоза пĕр жнейкăпа сеялка туянса панă. Çакăншăн В.П. Сандиеровпа Ф.Л.Николаев нумай тăрăшнă. Мукаçей кĕлечĕ чухăнсене пулăшса тăракан организаци _ крестком аллине куçать. 1933 çул тĕлне ялти чухăнсемпе вăтам хресченсем пурте тенĕ пекех колхоза кĕнĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться