Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăшă кăмăлпа кĕтеççĕ, хаваспах тавар сĕнеççĕ

                                                                                                                                              Суту-ил

 Шăмăршăри илемлĕ вырăнта _ унчченхи универмаг çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă "Тав" компанин суту-ил точки. Кĕрсен куç алчăрать: мĕн кăна çук-ши кунта? Уйрăмах сантехника оборудованийĕ нумай. Çурта шыв кĕртес тесен, мĕн кирли пурте пур. Шыва электричествăпа е газпа ăшăтмалли оборудовани те сутаççĕ. Çавăн пекех ваннăйсем, умывальниксем сĕнеççĕ.Çу кунĕсем çывхарнă май, ял çынни строительство материалĕсем туянасшăн. Çурт çивиттине витме цинкланă шăвăç, профнастил, тимĕр черепица пур. Заказпа шифер кỹрсе параççĕ. Тĕрлĕ йышши пăтасем те çителĕклĕ. Сад-пахчара усă курмалли тĕрлĕрен инвентарь те куçа илĕртет. Çынна пĕр-пĕр паллă кунпа парне пама хитре савăт-сапа сĕнеççĕ.

"Тав" компанипе "Ваше радио" радистанци халĕ "Çивитти" ("Крыша") суперакци ирттереççĕ. Акцие хутшăнас тесен, эсир тата сирĕн çемйĕр ондулин материалтан тỹлевсĕрех çурт çивиттине виттерме хатĕр пулни çинчен çырса пĕлтермелле. Конверт ăшне хăвăрăн çемье членĕсен, çуртăн сăн ỹкерчĕкне хурса тата телефон номерне кăтартса, апрелĕн 27-мĕшĕччен çырăва çак адреспа ярса памалла: Шупашкар, Николаев урамĕ, 4, "Ваше радио".

 Çырăва "Тав" компанин Шăмăршăри лавккине крсе парсан та юрать. Конверт çинеивитти" ("Крыша") тесе паллă тума ан манăр. Мĕнле материал-ха вăл, ондулин? Ондулин _ ют çĕршывра туса кăларнă шифер евĕр хумлă материал, анчах шифертан 6 хут çăмăлрах. 50 çул таран тỹсме пултарать. Ондулин туянакана ятарлă 20 пăта та параççĕ. Çак маткриалпа витнĕ çивитти илемлĕхпе таçтанах илĕртсе тăрать. Кĕрĕр "Тав" лавккине, туянсамăр мĕн кирлине! Туяннă тавара "Тав" хăйĕн автомашинипе килĕре леçсех парать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2006
00:00
Поделиться