ЮРРИ-ТАШШИ _ ЧУН УÇÇИ
ЧĂНАХ та, халăхăн иксĕлми талантне пысăк сцена çинче çеç асăрхама пулать. Асатте-асаннесен ырă йăлисене манманни, çамрăксем юрă-ташăпа туслă пулни ял пурнăçне илем кỹреççĕ. Çакна Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче иртнĕ смотр-отчет та çирĕплетсе пачĕ. Ниçта та пушă вырăн çукчĕ залра. Ватти-вĕтти веçех хăпса килнĕ. Концерта хор "Россия моя" юрăпа уçрĕ. "Шурă хурăн" юрра та тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи юрăсене манманни питĕ те савăнтарать, "Урам юрри" шăраннă хыççăн зал чылайччен кĕрлерĕ. Концерта ялти библиотекарьсем те, шкулти учительсен коллективĕ те, ача садĕнчи ĕçченсем те, ташă ушкăнĕнчи çамрăк артистсем те илем кĕртрĕç. Маша Назарова çамрăк артистка "Давайте петь", "Синий-иний" юрăсемпе ял çыннисен асĕнче нумайлăха юлчĕ.
Çак концертра фольклор юррисем те, эстрада юррисем те пĕрле пулни ялта халăх хавалĕ пĕтменнине лайăх кăтартса парать. Елена Степанова "Эпĕ - сана" эстрада юррине шăрантарнине тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Уяв каçне "Мăнкун умĕн" фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Эх, юхрĕ те юхрĕ чăваш юрри, чăваш ташши хыççăн урай те чĕтренсе тăчĕ. Тăван ял сцени çинче иртнĕ уяв пĕтмен-ха.
Çĕнĕрен те çĕнĕ уявсем те, мероприятисем те иртĕç малашне, тăван халăхăн юрри-кĕввине малалла аталантаракансене чĕререн тав тăвас килет.