Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă солисчĕсем республикăри фестивалĕн гала-концертне хутшăнаççĕ

 

Мартăн 31-мĕшĕнче Канаш хулинче "Чăваш Ен ритмĕсем _ çĕнĕ хум" ятпа йĕркеленĕ эстрада юррисен фестивалĕн зонăри мероприятийĕ иртнĕ. Унта Канаш, Тăвай, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен чи пултаруллă солисчĕсем ăмăртнă. Шăмăршăри Культура керменĕн чи ăста солисчĕсем _ Анастасия Александрова, Владимир Павловпа Александр Верьялов та хутшăннă çак фестивале, хăйсен репертуарĕнчи юрăсене яланхи пекех питĕ хитрен шăрантарнă. Юрăсен пултарулăхне республикăри сумлă жюри членĕсем чи пысăк балсемпе хакланă.

 Шăмăршă солисчĕсем Республика кунĕнче иртекен эстрада юррисен гала-концертне хутшăнма тивĕçни района илем кỹрет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться