Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кулăш каçĕ

 

Ярăслав клубĕнче иртнĕ сатирăпа юмор каçне В.Тихоновапа И.Краснова "Чĕркуççи" сценкăпа уçрĕç. Вĕсем хыççăн сцена çине О.Самарина, К.Ларионова, О.Яковлевапа П.Ильин тухрĕç, кулăшла сценкăпа паллаштарчĕç. Ытти номерсене илсен, А.Смаевапа А.Егоров _ "Ашшĕпе хĕрĕ", О.Самаринапа И.Краснова "Ял хĕр ачипе хула хĕр ачи" сценкăсемпе савăнтарнине палăртмалла. Сценкăсенче кашниех ăста вылянă май, ял çыннисем кăмăллăн алă çупрĕç. Монологсем те пулчĕç программăра. Вĕсене вулас енĕпе Е.Исметова, Э.Егоровапа А.Смаева, О.Самарина пысăк пултарулăх кăтартрĕç. Пĕчĕк хĕрачасем _ С.Тихоновапа К.Ефимова пĕр-пĕринпе шỹтлĕн калаçни те программăна илемлетрĕ. Пĕчĕк артист _ Д.Локтин вара кулăшла такмаксемпе тĕлĕнтерчĕ. Музыка тăхтавĕсем вăхăтĕнче А.Егоровпа И.Тихонов тĕрлĕ юрăсене хитрен шăрантарчĕç.

 Çамрăк мăшăрсем _ Иванпа Валентина Тихоновсем "Хăнара" юрăпа савăнтарчĕç. Вĕсем илемлĕн юрланине ял-йыш кашнийĕнчех кăмăллăн йышăнать. Тихоновсен пĕчĕк хĕрĕ _ Снежана _ шỹтлĕ сăвăсене ăста вуларĕ. Васанти вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекен Л.Ивановапа Л.Михайлова хальхи çамрăксен модăллă кĕпе-тумтирне питĕ илемлĕн кăтартса пачĕç. Сăмах май каласан, Валентина Тихонова клуб заведующийĕнче нумаях пулмасть кăна ĕçлеме пуçларĕ-ха. Кĕске вăхăтрах вăл клуб тавра çамрăк активистсене явăçтарчĕ. 

Тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах иртеççĕ клубра. Хастар заведующи культура вучахне малашне те илемлĕн ялкăштарса тăрасса ял-йыш шансах тăрать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться