Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Искусство шкулĕнчен килнĕ хыпарсем

 

 Мария Федорова приза тивĕçнĕ Шăмăршăри искусство шкулĕн музыка уйрăмĕнче вокал ăсталăхне туптакан хĕрсен ушкăнĕ (преподавателĕсем К.В.Кузьминапа Т.Б.Яковлева) нумаях пулмасть республикăри эстрада юррисен "Çăлтăрсен çумăрĕ" фестивалĕнче юрланă. Мария Федорова солистка Çĕнĕ Шупашкартан хавхалану призĕпе таврăннă.

Чăвашовсем _ республикăра иккĕмĕш Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн призĕсене илессишĕн йĕркеленĕ ачасен республикăри конкурс-выставкине Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Вĕсем конкурса хут çине акварельпе, гуашьпа ỹкернĕ ỹкерчĕксем тăратнă. Серафимăпа ((8 çулта) Ольга (14 çулта) Чувашовасем хăйсен ỹсĕмĕнчи ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Асанне портречĕ" тата "Улах ларни" ỹкерчĕксен авторĕсене Дипломсемпе призсем парса хавхалантарнă.

Художество училищипе паллашнă Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнчи художество уйрăмĕнчекерес ăсталăха вĕренекенсем çулленех Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕреççĕ. Искусство шкулĕнче вĕренекенсен _ 9-11 классенчи хĕрсемпе яшсен пĕр ушкăнĕ, З.П.Морозовапа А.К.Краснова педагогсем ертсе пынипе, çак кунсенче Шупашкара кайса килнĕ, училищĕне вĕренме кĕмелли условисемпе паллашнă. Вĕсем преподавательсене хăйсен ỹкерчĕкĕсене кăтартнă, живопись занятийĕсенче пулнă. Хăйсен ачисен пултарулăхĕпе паллашнă Искусство шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пухăвне хальхинче те чылайăн килнĕ.

 Пуху хыççăн вара ашшĕ-амăшĕсем хăйсен аисен творчествăри пултарулăхĕпе паллашнă. Илемлĕ ỹкерчĕксен, алăсталăх япалисен выставкисем вĕсене чунтанах савăнтарнă. Ачасем тĕрлĕ инструментсемпе ăста калани те пысăк киленỹ кỹнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться