Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛĔРТЕТ ИЛЕМЛĔХ ТĔНЧИ

 

Çак кунсенче районти Культура керменĕнче пулма тр килчĕ. Фойере Шăмăршăри искусство шкулĕн пултарулăх выставки ĕçлет иккен. Темле васкасан та, хаваспах паллашрăм ачасен ĕçĕпе. Графика мелĕпе тунă чечек букечĕсем, флористика мелĕпе (типĕ чечексемпе çулçăсенчен) ăсталанă композицисем, вир кĕрпинчен тата кĕленче ванчăкĕсенчен тунă ỹкерчĕксем чĕрене тыткăнларĕç. "Йăвасем" коллаж, алăпа тĕртсе тунă пĕчĕк кавирсем, тĕрлĕ ỹкерчĕклĕ ывăссем çитĕнекен ăру чăннипех те талантлă иккенне çирĕплетеççĕ. Тăмран ăсталанă шăхличсем, вырăс тата чăваш тумĕсемлĕ пуканесем епле илĕртỹллĕ тата! Рамкăсене вырнаçтарнă ỹкерчĕксенчен вара куçа илеймерĕм. Живопись нумай çамрăк художникшăн ал çемми иккен. Тĕссене килĕшỹллĕ суйлани, ỹкерчĕке тарăн содержаниллĕ туни ăсталăх шайĕ çỹллĕ пулнине ĕнентереççĕ.

 7 класра вĕренекен Аня Севрюгинан, 9 çулти Лена Егорован, улттăри Серафима Чувашованкерчĕкĕсем чăннипех те кăмăла кайрĕç. Хут çинчи ỹкерчĕк мар, чăн пурнăç тапса тăнăн туйăнать вĕсенче.

 Ача-пăча Искусство шкулĕн ертỹçине, ырми-канми ĕçченне _ З.П.Морозована тата А.К.Краснова преподавателе пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Ачасене творчествăра малашне те ăнăçу, çутă ĕмĕтсем сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться