Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"АСАМАТ" _ ВĂЙ ИЛЕТ

 

 Манăçа тухнă йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртсе тăратни тем тери паха. Çакă аслăрах çулхи çынсем кĕçĕннисене вĕрентсе пынинче палăрать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Пуянкассинче вăй илнĕ вокалпа инструментсен ансамблĕ тĕрлĕ йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕрен хăйĕн çинчен пĕлтерменни пайтах пулнăччĕ. Сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен: инструментсемпе вылякансем "ывăнса" çитни, çепĕç саслă юрăçсем саланса кайни... Апла пулсан та, çулсем иртнине пăхмасăр пуянкассисем хăйсен "Асамат" ушкăнне çĕнĕрен сцена çине кăларма вăй çитерчĕç. Ăна малтанхиллех Н.Андреев ертсе пырать.

Çавăн пекех А.Андронов, С.Макаров, А.Мресов та нумай канса выртнă инструментсене алла тытрĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех çĕнĕ кĕвĕсем хатĕрлесе халăх умне кăларчĕç. Паллах, кăлтăксем пулкаларĕç, анчах тепрер сцена çине тухсан çитменлĕхсем, шăйрăксем вĕсен пулмаççех пулĕ. "Асамат" ушкăнра юрлакан хĕрсем те çепĕç сассисемпе килентерчĕç. М.Захарова, Е.Матвеева, Е.Муромцева, Н.Кувшинова тепĕр концерт валли çĕнĕ юрăсем хатĕрлесе халăха татах та савăнтарасса шанас килет.

 Мĕнех, тепĕр хут чĕрĕлсе тăнă "Асамат" ушкăн малашне вăй илсе таврари ялсене çитсе те куракансене савăнтартăрччĕ. Çаплах пултăрччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться