Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ача-пăча кĕнекисен эрни

 

Çурхи каникул кунĕсенче, мартăн 27-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 1-мĕшĕччен, районти тĕп библиотекăн ачасен уйрăмĕнче "Ача-пăча кĕнекисен эрни" иртрĕ. Çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекисен кунне _ çак уяв апрелĕн 2-мĕшĕнче пулчĕ _ халалларăмăр. Кĕнекесен эрни "Пурте пĕлекен кĕнекесем" литература выставкипе уçăлчĕ. Çỹлĕксем çинче тĕрлĕ энциклопедилле кĕнекесемпе справочниксем пулчĕç. Кĕнекесемпе палашнă хыççăн Шăмăршăри вăтам шкулта кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем "Тĕлĕнмелле япаласем" кĕнеке тăрăх йĕркеленĕ "çул-çỹреве" тухрĕç. Пирĕн пурнăçри тĕрлĕ пулăмсемпе япаласем наукăра уçса панă фактсемпе çыхăннă.

Çакул-çỹрев" ачасене пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма хистерĕ. Ачасем юлашкинчен тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Иккĕмĕш кун вĕренекенсем библиотека çумĕнчи "Клеп-клубăн" черетлĕ занятийĕнче пулчĕç. "Журналсен тĕнчи" ятпа йĕркеленĕ информаци сехетĕнче, библиотекарьсем ертсе пынине, ачасем интереслĕ материалсене тишкерчĕç. Компьютерпа усă курса, Интернетри ача-пăча журналĕсене, вĕсенчи материалсене пăхса тухрĕç. Юлашкинчен ачасем анкетăри ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕсем тăрăх эпир, библиотекарьсем, вĕренекенсем çемьере ачасен мĕнлерех хаçат-журналĕсене илсе вуланине, библиотекăри хăш изданисене кăмăлланине, вулав çурчĕ валли мĕнле хаçат-журналсене çырăнса илме сĕннине пĕлтĕмĕр. Мероприятин виççĕмĕш кунне "Литературăллă Чăваш Ен" ятпа театрализациллĕ вулав ирттертĕмĕр. Юлия Силэмăн 2004 çулта кун çути курнă "Тумла" кĕнеки ачасене питĕ килĕшрĕ. Тепĕр кун вĕсем "Юмахсен тĕнчинче" çỹрерĕç. Кунта пуç ватмăшсем те, викторинăсем те, видео-юмахсем те пулчĕç.

 Пиллĕкмĕш кун вара вĕренекенсем "Сас паллисем ташлаççĕ-юрлаççĕ" конкурсра вăй виçрĕç. Вĕсем, хăйсен фантазийĕпе туллин усă курса, суйласа илнĕ сăмахсенчи саспаллисене тĕрлĕ чĕр-чунсем тата ỹсен-тăрансем евĕр ỹкерсе кăтартрĕç. Апрелĕн 1-мĕшĕнче _ Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕнче мероприятие хутшăннисем илемлĕ иллюстрацисемлĕ кĕнекесен витринипе паллашрĕç, "Пур çĕрте те кайăксем юрлаççĕ" викторинăра ăмăртрĕç. Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсене паха сĕнỹ парас килет. Хальхи вăхăтра ачасем ытларах телевизор пăхса ларма кăмăллаççĕ. Анчах та илемлĕ литература вуламасан, ачасем ăс-хакăл енĕпе кирлĕ пек аталанаймаççĕ. Кĕнекесем аслисене хисеплеме, ырă кăмăллă, ăшă чунлă пулма вĕрентеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене библиотекăна çỹреме , кĕнекесем вулама явăçтармалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться