Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇЧЕН ХРЕСЧЕН МАЛ ĔМĔТПЕ ПУРĂНАТЬ

 

"Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" Наци проекчĕ килти хушма хуçалăхсем çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать. Çавна май Шăмăршă район администрацийĕ кашни эрнерех ял поселенийĕсенче семинар-канашлу ирттерет, чăннипех чунтан тăрăшса ĕçлекенсен паха опытне анлăн сарассишĕн тăрăшать. Шăмат кун, апрелĕн 1-мĕшĕнче, çакăн пек семинар Анат Чаткас ял поселенийĕн территорийĕнче иртрĕ, ун ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, район администрацийĕн агропромышленноç комплексĕнчи предприятисемпе обществăлла инфраструктурăна, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ В.Н.Никифоров ертсе пычĕ.

1.      СĂМАХĂМ _ ÇУР АКИНЕ ХАТĔРЛЕНЕССИ ÇИНЧЕН

"Восход" ял хуçалăх кооперативне çитсенех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕпе, хуçалăхăн тĕп агрономĕпе Н.А.Воробьевпа тĕл пулса калаçрăм. _ Эпир Ульяновскри сахăр завочĕпе килĕшỹ туса ĕçлетпĕр, - терĕ Николай Андреевич. _ "Восходсăр" пуçне, завод "Колос" хуçалăх çĕрĕсене тата "Мир" хуçалăхăн пĕр пайне арендăна илнĕ. Тỹрех каламалла, чĕмпĕрсемпе килĕшỹ туни пирĕн районшăн питĕ усăллă. Чылайранпа удобрени курман хирсене "çĕр çăкăрĕпе" апатлантаратпăр, топливо пирки те пуçа ыратармалли çук. Вăрлăхсемпе те завод туллин тивĕçтерет. 130 тонна "одесский" сортлă элита урпа, 30 тонна "эстер" сортлă супер-элита çурхи тулă кỹрсе килнĕ. 300 тонна аммиак селитрипе 300 тонна кăткăс удобрени, çав шутра сахăр чĕкĕнтĕрĕ валли ятарласа кăларнă 200 тонна "кемира" удобрени турттараççĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ 750 гектар, çав шутра "Восходра" 250, "Колосра" 500 гектар йышăнмалла. Çак лаптăксене кĕркунне сухаласа хăварнă, минераллă удобренисем те хывнă. Чĕкĕнтĕре химилле майпа, гербицидсемпе усă курса пăхса çитĕнтересшĕн. Çумлăрах лаптăксенче кăна алă вăйĕ кирлĕ пулĕ. Н.А.Воробьевпа кĕр тыррисем пирки те калаçрăмăр. _ Халлĕхе пăшăрханмалли çук, - терĕ Николай Андреевич. _ Çурхи шыв сиенлемесен, калчасем начар мар хĕл каçнă теме пулать. Кĕр тыррисем сахал мар _ 910 гектар. Çуртрисем пирки калас пулсан, çурхи тулă 1160, урпа 1000 гектар йышăнĕç. Малтанах палăртрăм ĕнтĕ, çур акине минераллă удобренисемпе усă курса, паха вăрлăхпа кăна ирттерĕпĕр.

 2. АПАТ ПУЛСАН, ВЫЛЬĂХ УСРАМА ТА МАЙ ПУР

 Сăмахăма ахальтен çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленни çинчен çырнинчен пуçламарăм. Ним пытармалли те çук, килти хушма хуçалăх мĕнле аталанасси уй-хирти тухăçпа уйрăлми çыхăннă. Тырăсăр выльăх-чĕрлĕх те, хур-кăвакалпа чăх-чĕп те усраймастăн. Çавăнпа та ватти-вĕтти таранах кооператив ĕçне хутшăнма тăрăшать. Анат Чаткасра эпир виçĕ хуçалăхра _ Г.Г.Майоров, П.В.Данилов тата А.В.Еремеев патĕнче пулса куртăмăр. Майоровсен икĕ ĕне, сысна ами, лаша, сурăхсем усраççĕ. Килти хуçалăхран куллен 25 литртан кая мар сĕт сутаççĕ. Даниловсен те икĕ ĕнепе икĕ пăру. Сысни çăвăрланă, вун ултă çура çитĕнет. Еремеевсен картишĕ те пуян, чăн-чăн хресченсем пурăнни тỹрех курăнать. Икĕ ĕнепе икĕ пăру, сыснасемпе сурăхсем, чăх-чĕп... Тăрăшмасăр, вăй хумасăр çакăн чухлĕ выльăх усрама май çук ĕнтĕ.

 Харсăр çынсене мухтамасăр чун чăтмасть. Ялта вĕсенни пек тĕреклĕ килти хуçалăхсем тата та чылай. Халăх хăйĕн вăйĕ çине шанать, ачи-пăчине те пĕчĕкрен хресчен ĕçне хăнăхтарать.

 2.      ТĂРĂШАКАНА ПАТШАЛĂХ ТА ПУЛĂШАТЬ

Патирекри семинарти пекех, Анат Чаткасра та килти хушма хуçалăхсемпе фермерсене патшалăх паракан çăмăллăхлă кредитсем çинчен нумай калаçрĕç. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, фермерсемпе тата хуçалăхсен ертỹçисемпе тĕл пулма Ял хуçалăх министерствин, РФ Перекет банкĕн, "Чăвашсельхозбанкăн" яваплă ĕçченĕсем килнĕ. Вĕсем ял çыннисен хушма хуçалăхĕсене, фермерсен ĕçне аталантарма кредит илмелли условисем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Кредит илсе ăратлă выльăх, техника туянма, выльăх-чĕрлĕх витисем тума май пур. Икĕ процентлă кредит хресченшĕн питех те усăллă. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен кредит усси çинчен халăха анлăн ăнлантарса памалла, документсем хатĕрлессине хăаăртлатмалла. Семинара хутшăннисем Анат Чаткас ял поселенийĕ "АПК аталанăвĕ" Наци проектне пурнăçлас ĕçе çанна тăвăрсах пуçăннине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2006
00:00
Поделиться