Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТЕЛЕЙĔ _ АЧАСЕНЧЕ

 

ЭХ, ку ватлăх.... Мĕншĕн турри ватăлмалла тунă-ши? Çапла, никам та çĕр çине ĕмĕрлĕхе килмест, пĕрре ватăлмаллах. Халь кăна Васанти Çỹлтикасра пурăнакан Агафья Петровна Васильева Васанти вăтам шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентетчĕ пек. Савăнăçлă лару-тăрура ăна тивĕçлĕ канăва ăсатнине те лайăх астăватăп-ха, эпĕ ун чухне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентеттĕм. Вăхăт хăвăрт шăвать çав, çамрăк ĕмĕр мĕнле иртнине сиссе те юлаймарăмăр...

 Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Агафья Петровна Васильева, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, 80 çул тултарать. Хисеплĕ учитель çинчен вулаканăмăрсене тĕплĕнрех каласа кăтартас тĕллевпе Агафья Петровна патне килне кайрăм. Питĕ ăшшăн йышăнчĕ вăл мана. Халь кăна каланккине хутнă пулас, пỹрчĕ питĕ ăшă та тирпейлĕ. Кашни япали хăй вырăнĕнче. Ватă пулин те ахаль лармасть. Диван çине ларнăскер, куçлăх тăхăннă та тăрăшсах чĕнтĕр çыхать. Кушакĕ те ун çумне ларнă, ачашшăн питне çăвать. Часах Агафья Петровнăпа çавра сĕтел хушшине хире-хирĕç вырнаçса лартăмăр. Аса илмеллисем вара питĕ нумай пулчĕç. Пăхатăн та ун çине тĕлĕнетĕн, Агафья Петровна паянхи кунччен те çамрăк чухнехи илемлĕхне çухатман-ха. Пит çăмартийĕсем те çап-çаврака, çын çине ăшшăн пăхакан хăмăр куçĕсем те чĕррĕн ялкăшаççĕ. Мĕнле асамлă хăвать тапса тăрать ун чĕринче!

 Агафья Петровна Васан ялĕнче 1926-мĕш çулта пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ картиш тулли выльăх усарнă, çĕрпе те пĕлсе усă курнă. Ачисене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, çав вăхăтрах вĕрентесси çинчен те шутланă.

Акахви пе пĕчĕкрен пурне те курма, пĕлме тăрăшнă. 1933 çулта Васанти 7 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш класа вĕренме кайнă. 1940-мĕш çулччен шкулта пĕлỹ пухнă. Çичĕ çул вĕренсен вăл Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ. Иван ятлă пиччĕшĕ те "5" паллăсемпе унта вĕреннĕ. Çакна аса илсен Агафья Петровна куççульне тутăрĕпе шăлса сăмах çăмхине малалла сỹте пуçларĕ:

_ Тете вĕренре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынăран мăнаçланаттăм. Анчах телейĕ пулмарĕ. Çул çинче шăнса пăсăлнăран пĕр эрне хушшинче вилсе кайрĕ. Мĕнле пысăк çухату пулчĕ ку пирĕн çемьешĕн. Ытла хуйхăрнипе анне мана педучилищĕне вĕренме ярасшăн пулмарĕ. Пирĕн пата манăн юратнă учительница Евдокия Архиповна Терентьева килчĕ:

_ Санăн хĕрне вĕрентмеллех, вăл питĕ пултаруллă, - терĕ. Анне вара ỹкĕте кĕчĕ, Шăмăршăри вăтам шкула кайма чармарĕ. Çапла, кашни кунах Шăмăршă вăтам шкулне çăпата тăхăнса пылчăклă çулпа çуран утнă. Çĕр-шывра хăрушă вăрçă алхаснăран пурнăç калама çук йывăрччĕ. Акă мĕнле аса илет çак вăхăтри пурнăç çинчен Агафья Петровна:

_ 9 класра вĕреннĕ чухне вăрçă пуçланса кайрĕ те пире Улатăр районне окоп чавма илсе кайрĕç. Ун чухне шартлама сивĕсем тăратчĕç. Пỹрт стенисем шартлатса çурăлатчĕç. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тăваттăмăр. Çĕр чул пек шăнса кайнăччĕ. Çĕлĕк пысăкăш çĕре те хăйпăтма йывăрччĕ. Мĕнле чăтнă-ши? Унтан таврăнсан шкулта вĕренме тытăнтăмăр. Классене хутма вутă çуккипе пире те, шкул ачисене, вутă хатĕрлеме илсе каятчĕç. Эпир шкул урайне те çăваттăмăр, вутă та çураттăмăр. Класра тумтирпех лараттăмăр. Кĕнекесем çитместчĕç. Тетрадь çуккипе кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Чернил вырăнне çип пĕветмелли сăрăпа е хăрăмпа усă кураттăмăр. Пур пĕрех пуçа усман, тăрăшса вĕренеттĕмĕр.

Çăва тухсан пире, 16ри хĕрсене, Хусанпа Чĕмпĕр хули хушшинче чукун çул тума илсе кайрĕç. Васан ялĕнче те хĕрарăмсен бригадине йĕркелерĕç, мана бригадира суйларĕç. Рельсăсем хывмашкăн çула çĕклесе наçилккапа тăпра йăтаттăмăр. Вара тăкнă тăпрана йывăр йывăç пуканпа хытарса пыраттăмăр. Çап-çамрăк хĕрсем пĕтĕм вăя хурса ĕçлерĕмĕр. Алă-ура ыратсан та чăтнă, нăйкăшман. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Шăмăршăри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн куçăмлă майпа Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Вĕреннĕ хушăрах 1943 çулта Васанти 7 класлă шкулта физикăпа математика предмечĕсене вĕрентме пуçларăм. Йывăр вăхăт пулсан та ачасем тăрăшса вĕренетчĕç. Вăй питти арçынсем пурте вăрçăраччĕ. Пĕтĕм йывăр ĕç ваттисемпе ачасем çине тиенетчĕ. Учительсен те пĕр канăç та çукчĕ. Шкулта вĕрентнисĕр пуçне колхоза ĕçе çỹреттĕмĕр: çурлапа тырă выраттăмăр, тăпачпа çапаттăмăр. Фронта пулăшма килĕрен сурăх çăмĕ пуçтарса ăшă чăлха-алсиш çыхаттăмăр, посылкăсем туса хăвăртрах ăсататтăмăр. 1944 çул чи йывăрри пулчĕ. Мĕн кăна чăтса ирттерме тивмерĕ пулĕ пире? Вăрçă хыççăн та пурнăç начарччĕ-ха. Уйăха 300-400 тенкĕ ĕç укçи илеттĕмĕр. Пĕр михĕ çăнăх 600 тенкĕ тăратчĕ.

 Агафья Петровна яваплăха туйса ĕçлекен хĕрỹ чĕреллĕ учительница пулнă. Ачасене чунтан юратнă, вĕсене кăсăклантарма пултарнă, ваттисене хисеплеме, пулăшма вĕрентнĕ. Хастар педагога 1950-1953 çулсенче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйласа пысăк чыс тунă. 1970 çулта пархатарлă та сумлă ĕçре пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленĕшĕн "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче чунне парса ĕçленĕшĕн Агафья Петровнăна "Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Юбилей медалĕсем мĕн чухлĕ тата? Çапла, Агафья Петровна, халăх хушшинче сумлă çын пулнă. Унăн авторитечĕ те ỹссех пынă. Наукăпа практика конференцине хутшăннăшăн Çут ĕç министерствин гармотине те илме тивĕç пулнă. Агафья Петровна вĕрентнĕ ачасенчен халĕ нумайăшĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Çĕр-шывшăн усăллă та кирлĕ, пысăк çынсем пулса тăнă. 1981 çулта Агафья Петровна тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăван шкулпа часах уйăрлайман-ха вăл, тата 7 çул вăй хунă, ачасене тарăн пĕлỹ панă. Анчах та Агафья Петровнăн пурнăç шăпи ăнман: 4 хĕрне пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Вĕсене пурне те пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

 _ Манăн пурнăçра кулянмалли те, савăнмалли те нумай пулчĕ. Çапах та хамăн пурнăçшăн эпĕ пĕрре те кулянмастăп. Мана юратнă ĕç, ачасем, мăнуксем пуçа усма памарĕç. Халĕ вĕсемпе ырă курса савăнса пурăнатăп, - вĕçлерĕ вĕри чĕреллĕ педагогика ĕçĕсен ветеранĕ Агафья Петровна Васильева хăйĕн сăмахне.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 марта 2006
00:00
Поделиться