Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАВ ÇЫРĂВĔ

 

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Нина Алексеевнăпа Михаил Александрович Абрамовсем патне тав çырăвĕ çитрĕ. Ашшĕ - амăшĕ патне чаç командирĕ çырать иккен. Вĕсен ывăлĕ, Дмитрий Михайлович Абрамов рядовой, Мускаври БОИ çар чаçĕнче службăра тăрать. Кĕске вăхăт хушшинчех Дима ырă ят çĕнсе илнĕ. Чаç командирĕ А. И. Чепурин полковник салтак хăйне лайăх енчен çеç кăтартнине палăртать.

"Сирĕн ывăлăр ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çар тивĕçне туллин пурнăçлать", - тенĕ командир çырура. Ашшĕ - амăшне çĕршыва тивĕçлĕ çын çитĕнтернĕшĕн тав тăвать.

Дима ачаранпах хăйне салтака юрăхлă пулма хăнăхтарнă, спортпа туслă пулнă. Салтак пăттине ас тивсе курнă кашни каччăнах вăл ăмсанса пăхнă. Питĕ çар тумне кăмăлланă. Йыснăшĕ _ Геннадий Семенов, Чечен вăрçинчен сусăрланса килнĕскер, уншăн пур енлĕн паттăр салтак пулса тăнă. Дима чăваш ятне, унран та ытларах арçын ятне çỹлте тытма тăрăшать. Шăпах çакăн пек салтаксем пурри, вĕсем службăра тăракан чаç командирĕсем тав туса ашшĕ-амăшĕ патне çыру яни пурне те савăнтарать, мăнаçлантарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 марта 2006
00:00
Поделиться