Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Килти хуçалăх _ чун савăнмалăх!

 

Агропромышленноç комплексне аталантарасси пирки йышăннă Наци проектĕнче килти хушма хуçалăхпа фермер хуçалăхĕсене пулăшмалли çинчен ятарласах каланă. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, сĕт-çу, аш-какай ытларах туса илме майсем туса памалла. Килти хуçалăха аталантармашкăн патшалăх çăмăллăхлă кредитсем пани те _ халиччен хресчен нихăçан та курман витĕмлĕ пулăшу.

Шăмăршă район администрацийĕ килти хушма хуçалăхсем вăй илсе аталанччăр тесе нумай тăрăшать, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ял поселенийĕсен ертỹçисенчен те çавнах ыйтать. Лайăх ĕçлесе пыракан, выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан килти хуçалăхсен паха опычĕпе ыттисене паллаштарасси те _ ял поселенийĕсен пысăк тивĕçĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ кашни эрнерех семинар-вĕрентỹ йĕркелеме палăртать. Иртнĕ кĕçнери кун ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ялсенчи фермерсем тата килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан çынсем Патирекре пулчĕç. Тỹрех каламалла: курмалли, вĕренмелли кунта сахал мар.

1.      "Выльăха юратса пăхмалла, вара тупăш та пулĕ"

 Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пухăннисене Патирекри чи тирпейлĕ пурăнакан хресченсем патне ертсе кайрĕ. Вырăнти лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăраканскер, Валерий Петрович выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан кашни хуçалăха тенĕ пекех çитсе курнă. Акă, Севрюгинсем пысăк делегацие хапха умне тухсах кĕтсе илчĕç. Ашшĕпе ывăлĕ _ Петр Петровичпа Радик Петрович _ хăйсен пысăк хуçалăхĕпе савăнсах паллаштарчĕç.

 Севрюгинсем шултра шурă ăратлă сыснасем ĕрчетеççĕ, амасене ятарласах Муркаш районĕнчен туянса килнĕ. Хальхи вăхăтра вун икĕ пуç ама тытаççĕ, çăвăрланисем те пур. Севрюгинсем çулталăкра 250-300 пуç сысна çури сутаççĕ, ăратлă çурасене туянма таçтан та килеççĕ. Çура сутса тунă укçапа выльăх апачĕ туянаççĕ, кашни сысна ами çулталăкра 5600-6 пин тенкĕ таса тупăш кỹрет. Килти хуçалăхра икĕ ĕне, вунă пуçа яхăн сурăх усраççĕ. Чăх-чĕп те йышлă. Севрюгинсем пыл хурчĕсем те ĕрчетеççĕ. Радик Петрович сыснасене типĕ апатпа кăна тăрантарни, кунне виçĕ хутчен шыв ĕçтерни çинчен пĕлтерчĕ. Çерем касси, торф пани те сыснасемшĕн усăллă.

 _ Выльăха Севрюгинсем пек юратса пăхмалла, вара тупăш та пулĕ, - терĕ пысăк хуçалăха пурте курса çаврăннă хыççăн район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. _ Кунта пысăк тăкаксемпе тунă нимĕнле хуралтă та çук, çакăн чухлĕ сысна ялти кашни хуçалăхах усрама пултарать. Тăрăшни, ỹркенменни çеç кирлĕ.

2. Кил карти _ пĕчĕк ферма

 Карсаковсем _ Вениамин Николаевичпа Александра Николаевна _ колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕмĕр тăршшĕпех выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, пенсие тухсан çак ĕç çине тата та ытларах тимлĕх уйăрма тытăннă.

 _ Хамăр валли нумай кирлĕ мар, ачасемпе мăнуксене пулăшатпăр, - терĕ Вениамин Николаевич. Карсаковсем вун икĕ сысна самăртаççĕ, сăвакан ĕнесем те виçĕ пуç. Хуçалăх кашни кунах 25-30 литр сĕт сутать. Çу кунĕсенче чылай ытларах сутни çинчен пĕлтерчĕ ĕçчен мăшăр. Килти хуçалăхра лаша та пур. Çулла урапа çинчен çава илĕнмест _ çывăхри çырма-çатрара, улăх-çаранра, вăрман уçланкинче çулса тонни-тоннипе утă хатĕрлеççĕ. Курăк таçта та нумай, пурин валли те çитет. Хирте уйăрса панă çĕр çинче те, çĕр улмисĕр пуçне, выльăх чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтереççĕ.

3. "Ĕçлемесĕр мĕнле пурăнмалла-ха?"

Тепитовсен хушамачĕ районĕпех паллă. Ватăраххисем ас тăваççĕ пулĕ-ха, çитмĕлмĕш çулсенче "Искра" колхоз доярки Миниса Басыровна Тепитова çулталăкра кашни ĕнерен 3500 килограмм ытла сĕт суса илнĕ, ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн ăна Ленин орденĕпе наградăланă. Миниса Басыровна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ те пулчĕ. Мениса аппан ывăлĕ _ Абрар та çав тери ĕçчен иккен. Çакна семинара килнисем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Абрар арăмĕпе _ Минзияпа пĕрле _ сăвакан 5 ĕне, 4 вăкăр, 2 лаша усраççĕ.

_ Ĕçлемесĕр мĕнле пурăнмалла-ха? _ терĕ Абрар Сехавович. _ Ĕçкĕпе ирĕхместпĕр, пурнăçа лайăхлатса пырасчĕ, тетпĕр. Сĕтпе аш-какай сутса укçа ĕçлесе тăватпăр. Хамăра çитет, ачасене те пулăшатпăр. Тепитовсем хăнасене те тутлă чейпе тата тутарсен наци апат-çимĕçĕпе чысларĕç, татах килсе курма чĕнчĕç.

4. Кредит илни _ тупăшлă

 Патшалăх килти хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит парса пулăшни çинчен эпир малтан та каланăччĕ. РФ Тĕп банкĕнчен илнĕ кредитсен процент ставкине субсидилеме пăхнă. Кредит 16 процентлă пулсан, 14-ĕшне патшалăх саплаштарать. Ыттисене, 2 процентне, илекенĕн тỹлемелле. Кун пек çăмăллăх халиччен нихăçан та пулман, çавăнпа та ял çыннисен çак кредита илме тăрăшмалла. Кредит илес текенсен район администарцийĕнчи ял хуçалăх аталанăвне пулăшакан фонда, Н.В.Егоров патне (ĕç пỹлĕмĕ _ 3 хутра) пымалла. Кунта сире документсем хатĕрлеме пулăшĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 марта 2006
00:00
Поделиться