Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕллехи сезона хупнă ятпа

 

Хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă ятпа, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта йĕлтĕрçĕсен эстафети пулчĕ, унта 4-11 классенчи 31 команда хутшăнчĕ. Чи çамрăкки 4 "в" класс команди (класс ертỹçи Е.М.Шумилова). Кашни командăрах 3 арçын ачапа 2 хĕр ачаччĕ.

Çивĕч тупăшура 11 "л" класс команди пĕрремĕш, 7 "б" класс команди иккĕмĕш, 7 "а" класс команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе, малти икĕ вырăна йышăннă командăсене пылак тортпа чысларăмăр. 11 "л" класс çавăн пекех шкулти куçса çỹрекен Кубока çĕнсе илчĕ.

9 "б" класри Алексей Ларионовпа 7 "а" класри Кристина Прокопьева "Чи вăйлă йĕлтĕрçĕ", 5 "а" класри Алина Ларионова "Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ", 7 "б" класри Надя Васильева "Шăмăршă шкулĕн пулас çăлтăрĕ" ятсене тивĕçрĕç. Ăмăрту лайăх ирттĕр тесе Н.А.Куприянов учитель тата шкул администрацийĕ нумай тăрăшрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 марта 2006
00:00
Поделиться