Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çухатмасть спорт формине ветеран

 

Республикăри тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче район чысне çĕкленĕ спортсменсем сахал мар Шăмăршă тăрăхĕнче. Хăш-пĕр ветерансем, çулĕсемпе çамрăках мар пулин те, халĕ те хăйсен "спорт формине" тивĕçлĕ шайра тытса тăраççĕ, районти ăмăртусенче призлă вырăнсем йышăнаççĕ.

 Ветеран-призерсенчен пĕри _ Шăмăршăри М.Денисов урамĕнче пурăнакан В.П.Шуряков. Владимир Петрович йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче 50 урлă каçнă ветерансем хушшинче кăçал та кашнийĕнчех призсем илсе пычĕ. Карапай Шăмăршăра хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленнĕ ятпа йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче те кăтартуллă результатпа палăрчĕ. Паллах, курăмлă çĕнтерỹсем ахальтен пулмарĕç. Ăмăртусене тĕплĕн хатĕрленсе, ветеран-спортсмен кашни кунах йĕлтĕр сырса хыр вăрманне васкарĕ, хăй хывнă йĕре юрпа хупланма памарĕ.

 Хальхи вăхăтра вара ветеран, ĕмĕрĕпех спорта чунтан парăнса пурăнаканскер, килĕнче куллен 24-шар килограмлă кире пуканĕсем çĕклет. Тренировкăсенче çĕнтерỹ туптаннине асрах тытса, спортăн ку тĕсне те манăçа хăвармасть спорт мастерĕн кандидачĕ. Кире пуканĕсем çĕклес тĕлĕшпе вăл пĕлтĕр районти Акатуйра çамрăксене те кая хăварса пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçалхи ĕçпе юрă уявĕнче те Владимир Шуряков призлă вырăн йышăнасси пирки иккĕленỹ çук.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 марта 2006
00:00
Поделиться