Ватăлмасть ветеран чунĕпе
Санăн çыннусем, тăван район
Хасып Феткуллович Азизов _ Палтиелĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл 1927 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта 7 класс пĕтерсен малалла вĕренме май килмен _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Хасып "Кзыл Юл" колхозра конюх пулса ĕçлеме тытăннă, фронта ăсатмалли лашасене тăрăшса пăхнă. Азизовсен çемйинче ултă ача пулнă, Хасып _ чи асли. Ашшĕне вăрçа илсе кайсан, аслă ывăл çине кил-çуртри йывăрлăхсем тиеннĕ. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче Хасыпа та вăрçа кайма повестка параççĕ. Çар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн, вĕсене фронта эшалонпа каякан хĕç-пăшалпа ытти грузсене сыхлама çирĕплетеççĕ. Вăрçă пĕтсен Хасып Азизов фронтри лашасене каялле Тăван çĕршыва илсе килнĕ çĕре те хутшăннă. "Лашасем паттăр салтаксем пек туйăнатчĕç, мĕн кăна тỹссе ирттермен-ши вĕсем?" - çав тапхăра аса илсе ассăн сывлать Хасып Феткуллович. Салтакра вăл пурĕ çичĕ çул пулнă. Çартан таврăнсан Шăмăршăри МТС направленийĕпе Канашри механизаци училищинчен вĕренсе тухнă. Специальноç илнĕ хыççăн тăван "Кзыл Юл" колхозра тăхăр çул хушши трактористра ĕçленĕ. 1961 çулта колхоз дизель электростанцийĕ туянсан, Х.Азизов унпа ĕçлеме тытăннă, яла электричествăпа тивĕçтернĕ. Çак ĕçре вăл патшалăх электричество кĕртичченех тăрăшнă. Пĕлỹ çителĕксĕррине туйса, Х.Азизов Шупашкарта электрика вĕренсе тухнă. Вара мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех "Мир" колхозра электрикра ĕçленĕ. Хасып Феткуллович йĕтем çинче ЗАВ-10 агрегатпа тырă тасатса тирпейленĕ. Х.Ф.Азизова Тăван çĕршыв темиçе медальпе наградăланă. Мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн ăна Хисеп грамотисемпе чысланă. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Азизовсем, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, мăшăрĕ 1992 çулта йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Хасып Феткуллович Палтиелĕнчи ветучасток заведующийĕнче ĕçлекен Ильдус ывăлĕн çемйинче пурăнать, ватă çынна хисепленĕшĕн чĕререн савăнать. _ Çулсем чылай пулин те, чунпа ватăлас килмест-ха,- тет Хасып Феткуллович. _ Кашни çуркуннех чунтан хавхаланса кĕтсе илетĕп, çут çанталăк чĕрĕлнĕшĕн савăнатăп. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр Сире, Хасып Феткуллович!