Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шыраври "Жигулине" тупнă

 Çак кунсенче пирĕн корреспондент милицин çул-йĕр хăрушсăрлăх уйрăмĕн начальникĕпе, милици майорĕпе А.Ф.Юмановпа тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

_ Алексей Федорович, 2006 çулăн 2 уйăхĕ сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, кăçал çул-йĕрсем çинчи лару-тăру еплерех?

 _ Пĕлтĕр 2 уйăхра 1 аварире пĕр çын аманнăччĕ. Кăçал çак тапхăрта çынсем инкек тỹснипе çыхăннă аварисем пулман. Анчах та район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинчи лару-тăрăва лăпкă пулнă теме çук. Акă, февралĕн 11-мĕшĕнче, каçхине, Шăмăршăри Космовский урамĕнче техника енĕпе юсавсăр "Жигули" _ унăн фарисем çутатман _ çул хĕрринче тăракан тепĕр çăмăл автомашинăна сиенлесе иртнĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнче Шăмăршăри Карл Маркса урамĕнче "Ока" автомашина водителĕ çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула "Жигулин" кузовне лапчăтнă. "Çĕрпỹ-Ульяновск" автотрасса çинчи пăтăрмах вара урăх регионсен водителĕсен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă.

_ "Руль умĕнчи ỹсĕр водитель _ преступник", теççĕ...

 _ Халăхăн çакнашкал каларăшĕ питĕ витĕмлĕ. Руль умне пĕр черкке эрех ĕçнĕ хыççăн ларнă водителĕн çул çинчи тимлĕхĕ те, хăвăрт тавçăрса илес пултарулăхĕ те чакать. Çавна май пысăк инкекпе вĕçленекен аварисене шăпах ỹсĕр водительсем тăваççĕ. Кăçалхи 2 уйăхра, ỹсĕр пулнипе, районти 10 çын 1,5-2 çуллăха водитель прависĕр юлчĕ. Халĕ, пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, транспорт рулĕ умне ỹсĕрле ларнăшăн штраф панипех каçармаççĕ.

 _ Çак кунсенче милицин тĕрĕслев постчĕн сотрудникĕсем шыравра тăракан хаклă йышши çăмăл автомашинăна тупса палăртни пирки илтрĕм...

_ Ку _ тĕрĕс хыпар. Нумаях пулмасть Олег Крылов, Владислав Кудряшов, Константин Платонов инспекторсем 12-мĕш модельлĕ "Жигулие" чарнă. Документсене, автомашинăна тĕрĕслесен, постри компьютер кăтартăвĕсене тимлĕн тишкерсен, ку транспорт 3 эрне шыравра пулни палăрнă. Çак кунсенче Мускав облаçĕнче пурăнакан арçын хăйĕн 250 пин тенкĕ тăракан "Жигулине" килне илсе кайрĕ. Вăл ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ, отпуск вăхăтĕнче Мускава хăнана пыма чĕнчĕ. Хамăрăн ĕç-хĕле граждансем лайăхпа хаклани пире савăнтарать, службăра хавхалантарса пырать.

Юлашкинчен район çыннисене автотранспорта палăртнă срокра техосмотр тĕрĕслевĕ витĕр кăларма сĕнес килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 марта 2006
00:00
Поделиться