Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăн зонăри фестивалĕсем Шăмăршăра иртнĕ

 Мартăн 17-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче "Эпир _ пысăк талантсем" ятпа республикăри ача-пăча театр творчествин зонăри фестивалĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи ачасен драмăпа пуканесен кружокĕсенче хăйсен ăсталăхне туптакансем интереслĕ спектакльсемпе, сценкăсемпе тата юмахсемпе паллаштарнă. Фестиваль программине уçса, Шăмăршăри халăх театрĕ çумĕнчи ачасен драма кружокĕн (руководителĕ В.Львова) членĕсем Ю.Сотник пьеси тăрăх хатĕрленĕ "Бабушка и внук" спектакль кăтартнă. Республикăри жюри спектакле чи пысăк балсемпе хакланă, коллектива Шупашкарта иртекен фестивалĕн финалти мероприятине чĕнсе илме йышăннă. Мартăн 18-мĕшĕнче вара Шăмăршăри Культура керменĕнчех республикăри ача-пăча фольклорĕн зонăри фестивальне йĕркеленĕ. Унта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шкулсен юрăçисем, фольклорпа ташăçăсен коллективĕсем, инструментсен ансамблĕсем хутшăннă. Шăмăршăри, Васанти, Палтиелĕнчи, Кивĕ Чукалти, Пуянкассинчи, Анат Чаткасри вăтам шкулсенче вĕренекенсем хăйсене лайăх енĕпе кăтартнă, вĕсен чылай номерĕсене финалти мероприяти валли суйласа илнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 марта 2006
00:00
Поделиться