Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НАЦИ ПРОЕКЧĔ ХРЕСЧЕНЕ ВĂЙ ИЛМЕ ПУЛĂШĔ

                                                                                                                                                       Çур аки умĕн

 "АПК аталанăвĕ" Наци проекчĕ пирки халĕ нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Çак проект хамăр районта мĕнле пурнăçа кĕрет-ха, хресчен унăн уссине курать-и? Пирĕн корреспондент "Исток" ООО генеральăнй директорĕпе Ю.А.Старшовпа тĕл пулса калаçнă, хăйне интереслентерекен ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

_ Агропромышленноç комплексне аталантарасси пирки йышăннă Наци проекчĕ, ман шутпа, ял çыннишĕн питĕ усăллă, - тенĕ Ю.А.Старшов. _ Çакна хамăр хуçалăх тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Çỹлте асăннă программăпа килĕшỹллĕн, эпир МТЗ-1221 маркăллă икĕ трактор туянатпăр. Пĕр тракторĕ 1 миллион та 50 пин тенкĕ тăрать пулсан, эпир кредит пилĕк çула илтĕмĕр. Малтанхи икĕ çулĕнче пĕр пус та тỹлемелле мар. Çавăн пекех Дон-1500 комбайн туянасси пирки те документсем хатĕрлесе çитертĕмĕр.

Çак программăпах "красногорбатая" ăратлă 105 пуç ĕне выльăх туянатпăр, 400 пуç ĕне выльăх вырнаçмалли икĕ витене тĕпрен юсатпăр, Данире туса кăларнă оборудовани вырнаçатаратпăр. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма пире 10 миллион тенкĕ кредит пачĕç. Тỹрех калатăп, малтанхи икĕ çулĕнче парăмшăн пĕр пус та тỹлеттерменни хуçалăха аталантарнă çĕрте çав тери пысăк пулăшу.

 _ Юрий Артемьевич, паян хресчен умĕнче тăракан чи пысăк задача _ çурхи ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илесси. Аллăра чĕре çумне хурса калăр-ха: çур акине йĕркеллĕ ирттерме май килĕ-и?

_ Эпир çур акине хатĕрпе пĕрех, юсамалли тата пĕр ДТ-75 трактор çеç юлчĕ. Ун валли те запас пайсем туяннă. Юсавçăсем паян сỹре шăлĕсене çивĕчлетнĕ çĕрте тăрăшаççĕ. А.Кузнецов, А.Ефимов, А.Ильин, Н.Кудряшов, А.Мердеев юлташсене тивĕçлипе мухтас килет. Пурĕ 100 тонна _ 50 тонна нитроаммофоска тата 50 тонна аммиак селитри туянтăмăр. 50 тонна солярка хатĕрленĕ. Çак топливо çур акине ирттерсе яма çитмелле. Кĕркунне эпир 100 проценчĕпех çĕртме сухи туса хăварнине те палăртас килет.

_ Çур акинчи ĕç планĕпе кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши?

_ Çуртрисем 650 гектар йышăнĕç. Вăрлăхсем çителĕклĕ, вĕсене имçамласа кăна акатпăр. Тупăшлă культурăсене ытларах акасшăн. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ 150 гектар, çĕр улми 50 гектар йышăнмалла. Иртнĕ кĕркунне 350 гектар çинче кĕр тыррисем акнăччĕ. Çак кунсенче юр чавса калчасем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслерĕмĕр. Лару-тăру япăхах мар, минераллă удобренисемпе апатлантарсан тухăçсăр юлмăпăр. Тĕл-тĕл хушса яма та тивет ĕнтĕ.

 Пирĕн хуçалăхăн акăнакан çĕрсем 1600 гектар. Çĕнĕ техника туяннă май çĕр лаптăкне те ỹстересшĕн. Район ертỹçисем пирĕн ыйтăва татса парасса шанса тăратпăр. Эпир пĕр метр çĕре те пушă вырттармастпăр, тăпра пулăхне ỹстерессишĕн те тăрăшатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 марта 2006
00:00
Поделиться