Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕрех _ ачасемпе пĕрле

Учитель! Мĕнле хăватлăн янăрать çак сăмах! Çут тĕнчене килнĕ кашни ачана малтанхи утăмсем тума пулăшатăн, пĕлỹ тĕнчине илсе кĕретĕн. Çапла, учитель нумайăшĕшĕн пурнăçри тĕслĕх, мĕн пур лайăх енĕсене пĕр çĕре пухнă çын шутланать. Кашни шкултах хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă учительсем пур. Васан шкулĕнче, сăмахран, ун пек çынсем хушшинче Х.Яковлева асăнма пулать. Харитон Константинович çине пăхсан пĕрре те ватă тесе калаймăн: 70 çула çитрĕ пулин те вăр-вар-ха. Нихăçан та ватлăхне кăтартмасть. Турă ăна тĕлĕнмелле вăй-хăват панă.Çамки çинче картланнă йĕрсем çеç вăл нумай хура-шур курнине систереççĕ. Х.Яковлев Кивĕ Шăмăршă ялĕнче 1936 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ, Константин Андреевич Яковлев, амăшĕ, Агафья Алексеевна Яковлева пĕтĕм ĕмĕрне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Çав вăхăтрах ачисене те пĕчĕкрех ĕçе хăнăхтарнă, вĕрентесшĕн пулнă. Хăритун 8 çул тултарсан Кивĕ Шăмăршăри пуçламăш шкула кайнă. 1954 çулта вара лайăх паллăсемпе Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă вăл, анчах пурнăç йывăррине кура шкул хыççăнах малалла вĕренме каяйман-ха вăл. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ хĕрỹ чĕреллĕ йĕкĕте: икĕ çул Мускав облаçĕнче торф кăларнă, сутуçура та, шоферта та вăй хунă. 1960 çулта Кучек поселокĕнче учитель пулса ĕçленĕ, 5-мĕш класс ачисене вырăс чĕлхи, истори, арифметика тата ытти предметсене вĕрентнĕ. 1960 çулта Х.Яковлев И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори тата вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Анлă тавра курмăлă студента группăра тỹрех асăрхаççĕ, старостăна суйлаççĕ. Çак яваплă ĕçе вăл таса чунпа туса пыма тăрăшать, вĕреннĕ хушăрах комсомол организацийĕн секретарĕнче те ĕçленĕ. Çав вăхăтрах хореографи тата гимнастика кружокĕсене çỹренĕ. Уйрăмах хореографи кружокне чунтан юратнă. 1964 çулта Харитон Константинович учитель дипломне алла илсе Васанти вăтам шкулта истори, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме тытăннă. Институтра гимнастика кружокне çỹренĕрен физкультура та вĕрентнĕ. Унăн кашни урокне ачасем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Коллектив та çĕнĕ учителе килĕштернĕ, вăл ăста педагог пулнине асăрханă: ăна директора суйланă. Çак сумлă та йывăр ĕçе вăл тивĕçлипе туса панă. Пултаруллă организатора, икĕ çул ĕçленĕ хыççăн, районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Хăйĕн ĕçне чĕре хушнипе тỹрĕ кăмăлпа тунăран ăна районти учительсем те хисепленĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупни унăн авторитетнее ỹстерсех пынă. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн, икĕ çул районти çутĕç работникĕсен райкомĕн профсоюз председателĕ пулса ĕçленĕ. Кирек ăçта ĕçлесен те Харитон Константинович педагог ĕçне манма пултарайман. Унăн чун туртăмĕ тăван шкулпа çыхăннă. Ăна каллех Васанти вăтам шкул директорĕн тилхепине тыттарнă. Вăл хăй чăн-чăн ертỹçĕ пулнине ĕçпе çирĕплетсе панă. Ĕçсем татах нумайланнă. Çитменнине, шкулăн çĕнĕ çуртне çĕклемелле. Икĕ хутчен çĕнĕ шкулăн проектне тума тивнĕ. Мĕн чухлĕ материал, сĕтел-пукан, техника хатĕрĕсем кирлĕ пулнă тата! Ĕçре пысăк опыт пухнă ертỹçĕ пуçне усман, малаллах талпăннă, тĕрлĕ çул-йĕр шыранă. Тăрăшни сая кайман: икĕ хутлă шкул çурчĕ çĕкленнĕ. Нумай та вăхăт иртмен, Х.Яковлев кивĕ шкул çуртне пăстарса Ярăславри пуçламăш шкул тутарма пикеннĕ. Ку шкула та кĕске вăхăтра хута янă. Кунсăр пуçне учительсем валли пурăнмалли çурт та тутарнă. Х.Яковлев хуçалăх ĕçне ăста йĕркелесе пыни куç кĕретех: директор тилхепине çирĕм çул ăнăçлă тытса пынă вăл. Халĕ те, тивĕçлĕ канура пулин те, чун туртнă ĕçрен уйрăлма шухăшламасть-ха. Юратнă ĕçне пурнăçлама ун ăс-хакалĕ те, пĕлĕвĕ те çителĕклĕ. Паянхи пурнăç вĕрентекенрен çирĕп ыйтнине ăнланаканскер, хăй тĕллĕн нумай вĕренет, яланах ĕçре çĕннине шырать. Ачасене истори, обществоведени вĕрентет. Самана уттинчен юласшăн мар вăл: компьютер технологийĕн никĕсне ăса хывать, унпа усă курса уроксене çĕнĕлĕхсем кĕртсе çỹллĕ шайра ирттерме тăрăшать. Районта ирттерекен олимпиадăсенче те унăн вĕренекенĕсем çирĕп пĕлỹпе палăраççĕ. Ачасене ăс-тăн парас, пурнăç çулĕпе çирĕп утма хăнăхтарас ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Х.К.Яковлева "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята панă. Обществăлла ĕçсенче те хастар Харитон Константинович. Темиçе çул хушши Кивĕ Шăмăршăри халăх фольклор ушкăнне ертсе пынă. Юратнă мăшăрĕпе, Елизавета Яковлевнăпа, пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ. Яковлевсен пысăк та илемлĕ йывăç çурчĕ канмалли кунсенче, уявсенче ача-пăча сассипе янăраса тăрать. "Пирĕн тĕрек вĕсенче, эпир вĕсемпе телейлĕ", - теççĕ Яковлевсем чун-чĕререн савăнса.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 марта 2006
00:00
Поделиться