Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрăсем те, сценкăсем те

 Клуб работникĕсем йĕркелесе ирттерекен кашни мероприятиех ял çыннисем ăшшăн йышăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть Кивĕ Чукалти Культура çуртĕнче иртнĕ концерта та вĕсем йышлăн пухăнчĕç. Программăна уçса, Нина Лубошнова, Нина Ильмухина, Раиса Ларионова, Анастасия Лубошнова, Аделина Малеева, Николай Иванов чăваш тата вырăс юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. Ача сачĕн воспитанникĕсен ушкăнĕ тата хĕрарăмсен ансамблĕ те çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç. Концертра çавăн пекех ташăсемпе кулăшла сценкăсем те пулчĕç. Т. Малеева, Кивĕ Чукалти ял библиотекин заведующийĕ. Хĕрсем ăмăртрĕç Нумаях пулмасть Кивĕ Шăмăршăри клубра "Чăваш пики" конкурс пулса иртрĕ. Конкурса илемлĕ те сăпайлă çамрăк кинсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç, анне çинчен хывнă юрăсем юрласа пачĕç. Хĕрсем кил-хуçи хĕрарăмĕн мĕнлерех пулмалли çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Киле парса янă ĕçсене те питĕ интереслĕ кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, хальхи чăваш хĕрĕсен çи-пуçĕ мĕнлерех пулмаллине, чăваш хĕрĕн мĕнлерех ташламаллине тата ыттине те. Пикесем кĕвентепе шыв йăтса акăш евĕр сцена çинче утса çỹрени те залра ларакансене пысăк киленỹ кỹчĕ. Вĕсем çак конкурсра питĕ илемлĕ те сăпайлă хĕрсен шутне кĕнине кăтартса пачĕç. Жюри членĕсем итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Чăваш пики - 2006" хисеплĕ ята Марина Никитина çĕнсе илчĕ. Конкурса Анастасия Ендиерова питĕ илемлĕ ертсе пычĕ. Музыка тăхтавĕ вăхăтĕнче илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Залра пухăннă халăх питĕ савăнчĕ. Ял çыннисем малашне те çавăн пек интереслĕ мероприятисем йĕркелеме сĕнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 марта 2006
00:00
Поделиться