Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĂРĂШСАССĂН, ĔÇ ПУЛАТЬ

"...Вырăнти влаçăн чи малта тăракан задачи _ граджансемпе яланах тата тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлесси тата вĕсене поселении территорийĕсенче пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси". (ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çыруран). ЯЛ урамĕсемпе çỹренĕ чух çулсем тикĕс пулни, хăшпĕр çĕрти пек юр кĕрчĕсем курăнманни кăмăла çĕклерĕ.

 _ Василий Григорьевич Солдатов _ çитмĕл иккĕри ĕç ветеранĕ _ Т-100 тракторпа хĕлĕпех çулсене юртан тасатса тăчĕ, - пĕлтерчĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов. _ Хуть те хăш урама кайăр _ çăмăл автомашинăпа пĕр чăрмавсăр иртме пулать._ Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çулсем ан арканччăр тесе тăрăшмалла пирĕн, - калаçăва малалла тăсрĕ Владимир Васильевич. _ Урамсене йывăр техникăпа кĕрсе çỹреме чаратпăр. Кĕперсене те упрамалла. Ял поселенийĕ "Чи илемлĕ урам", "Чи тирпейлĕ килти хуçалăх" ятлă конкурссем ирттерме шутлать. Депутатсем _ вĕсем пурĕ вун пĕрĕн _ хăйсен суйлавçисемпе ăнлантару ĕçне ирттерме пуçăннă ĕнтĕ. Уйрăмах Ю.Столяров, В.Яковлев, М.Петьков депутатсем активлă пулнине палăртрĕ Владимир Васильевич. Халăхпа ĕçленин усси пурах. Акă, хăйсен килти хуçалăхĕсенчи ытлашши сĕте сутакансем ялта йышлă. Е.Кузьмин предприниматель кунсерен 400 литр ытла сĕт туянать. Сĕте Шăмăршăри йышăнакан пункта леçни те районшăн лайăх. Ял поселенийĕн тепĕр ырă ĕçĕ _ спорта аталантарассишĕн тăрăшни. Çамрăк хоккеистсем те, йĕлтĕрçĕсем те районти ăмăртусенче лайăхпа палăраççĕ. Çăва тухсанах футбол вăййи вуншар çамрăка явăçтарĕ. Паллах, татса паман ыйтусем те чылай-ха. Тирпей-илемшĕн кĕрешнипе пĕрлех, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессишĕн те ытларах тăрăшмалла, халăх дружинин ĕçне вăйлатмалла. Ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç те пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 марта 2006
00:00
Поделиться