Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывлăхлă ача _ çĕршыв тĕрекĕ

АЧАСЕМ _ пирĕн пуласлăх. Вĕсене сывлăхлă çитĕнтересси, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшасси патшалăх пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать. Çакна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин 2006 çулта пурнăçламалли Наци проектĕнче те палăртнă. Проектра пĕрремĕшле медицина пулăшăвне аталантарасси, çав шутра участоксенчи пĕтĕмĕшле практика врачĕсене, терапевтсене пулăшасси, медицинăн профилактика енĕсене вăйлатмалли çинчен каланă. Туберкулез _ халăхра анлă сарăлнă хăрушă чирсенчен пĕри. Шел пулин те, унпа ачасем чирлени чылай тĕл пулать. Республикăри ачасен туберкулезне хирĕç кĕрешекен "Елочка" санатори _ вăл пирĕн районти Карапай Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче вырнаçнă _ çамрăк ăрăвăн сывлăхне упраса çирĕплетессишĕн çав тери пысăк ĕç тăвать. Çакна мартăн 14-мĕшĕнче санаторире пулса иртнĕ республикăри фтизиаторсен наукăпа практика конференцийĕнче те уйрăммăн палăртрĕç. Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕ Н.И.Поликарпов ертсе пыракан коллектив пирки ырă сăмахсем нумай пулчĕç. Конференцире "Елочка" санаторин тĕп врачĕ Н.И.Поликарпов, республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерăн тĕп врачĕ Н.А.Григорьева, А.В.Мастерова фтизиопедиатр, ача-пăча уйрăмĕнчи Г.Х.Гаврилова врач-ординатор докладсем туса пачĕç. Вĕсем Чăваш Республикинчи халăха 2005-2007 çулсенче туберкулезран хỹтĕлемелли программа мĕнле пурнăçланса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, умра тăракан задачăсене палăртрĕç. "Елочка" санаторин тĕп врачĕ Н.И.Поликарпов хăй ертсе пыракан сывлăх учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Санаторие Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас ĕç министерствин 1996 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи 37-мĕш номерлĕ приказĕпе туса хунă. Çапла вара, кăçал вăл 10 çул тултарчĕ. Тĕрĕссипе, санатори кун-çулĕ чылай маларах _ 1983 çулта пуçланнă. Ун чух вăл "Чăвашколхозздравница" пĕрлешĕве кĕнĕ, кашни уйăхрах кунта республикăри тĕрлĕ районсенчен килнĕ 100 ытла çын сывлăха тĕреклетнĕ. Çу кунĕнче 3 сменăпа пионер лагерь ĕçленĕ. Ачасен санаторийĕн пĕрремĕш тĕп врачĕ - Н.П.Яковлев. Вĕрентỹ ĕçне тĕп врач заместителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Х.К.Яковлев нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă. 1999-2000 çулсенче тĕп врач тивĕçне В.П.Якубовская пурнăçланă. Шăпах çак тапхăрта ĕнтĕ санатори çурчĕсене çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçланă. 2001 çулхи февральтенпе тĕп врачăн йывăр "лавне" пĕрремĕш категорири врач-организатор Н.И.Поликарпов туртса пырать. Николай Иванович тăрăшнипе санаторин пурлăхпа техника никĕсĕ нумай тĕрекленнĕ, ачасене сыватас ĕç лайăхланнă, çирĕп коллектив чăмăртаннă. Н.И.Поликарпов хăйĕн докладĕнче Шăмăршă район администрацийĕ, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев санаторие пĕрмай пулăшса пынине савăнсах палăртрĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче кунта ароматерапи кабинечĕ уçăлнă, спорт залне хута янă, çывăрмалли корпусăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш хучĕсене тĕпрен юсанă, сыватмалли корпуса сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтермелле тунă тата ванна уйрăмĕ йĕркеленĕ, прачечнăя тĕпрен юсанă, çуллахи сцена тунă тата ытти те. Вунă çул хушшинче "Елочка" санаторире 5 пин ытла ача сывлăхне тĕреклетнĕ. Коллектив хăйĕн медработникĕсемпе _ Т.А.Петрова тĕп медсестрапа, Л.И.Столярова шăл врачĕпе, Е.П.Лепешкина, Т.Д.Парамонова, Г.П.Быкова, Н.С.Иванова, И.Г.Железова, С.Н.Макарова медсестрасемпе, Т.Е.Деомидова, Г.А.Андреева, Н.А.Мамонтова, А.И.Сафронова, Л.В.Михайлова, Н.В.Васильева санитаркăсемпе тата ытти ĕçченсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Чи хастаррисене конференцире Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин, Шăмăршă район администрацийĕн, санатори администрацийĕн Хисеп грамотисемпе тата тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕç. Пуçламăш классен учителĕсем С.М.Столяровапа И.К.Чугунова, математика учителĕ Е.П.Елкина, вырăс чĕлхипе литературин учителĕ К.К.Кусаинов, географи учителĕ А.А.Терентьев, биологи учителĕ А.А.Захарова, Н.Г.Тимофеевапа Л.И.Сидорова воспитательсем тата ыттисем ачасене тарăн пĕлỹ илме пулăшас тĕлĕшпе нумай тăрăшнине те палăртмалла. "Елочка" санатори коллективне юбилей ячĕпе саламлакансем нумай пулчĕç, хаклă парнесем пачĕç. Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин хăйĕн саламлă сăмахĕнче санатори коллективне ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунчĕ. Юбилярсене Чăваш эстрадин "çăлтăрĕсем" тата Шăмăршăри Культура керменĕн артисчĕсем юрă-ташăпа саламларĕç. Концерт программи залра ларакан кашни çыннăн кăмăлнех туллин тивĕçтерчĕ пулĕ, тата та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хал хушрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 марта 2006
00:00
Поделиться