Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФЕРМЕРĂН ÇУТĂ ĔМĔЧĔ

 ПАСАР самани аграри умне хăйне евĕр пăтăрмах кăларса тăратрĕ. Экономика йывăрлăхĕсене тỹсеймесĕр, хăш-пĕр пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем арканса панкрута тухрĕç. Çавăнпа ялти нумай çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Çапах çак йывăр вăхăтра та ялсенче пурăнакан хăш-пĕр çынсем пуçĕсене усмарĕç, хăйсен вăй-халне шанса фермер (хресчен) хуçалăхĕсем йĕркелерĕç. Акă, пирĕн Васан ялĕнче те фермер хуçалăхĕсен шучĕ ỹссе пыни сисĕнет. Кунта эпĕ "Александр" фермер (хресчен) хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн. Çак хуçалăх 2003 çулта йĕркеленнĕ. Ăна унччен райпора экономистра ĕçленĕ Марина Вадимовна Кузьмина ертсе пырать. Йывăр та сумлă ĕçре Маринăна юратнă мăшăрĕ Александр Васильевич пысăк пулăшу парать. Ăста шофер тата тракторист, пĕчĕкренех хресчен ĕçне хăнăхнăскер, нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăмасть. Хăйсене шанса панă 21 гектар ытларах пулăхлă çĕр лаптăкĕпе туллин усă курма пĕлеççĕ. Хуçалăх ĕçĕсене тума МТС-82 трактор, КамАЗ самосвал, копалка, сажалка тата ытти техника та туяннă. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме пĕр тракторист тара тытнă. Геннадий Иванович Кудряшов, унччен совхозра ĕçленĕскер, ăста тракторист шутланать. Çапла, икĕ ĕçчен тракторист кашни кĕркунне çĕртме сухи туса хăвараççĕ. Çуркунне, апрель уйăхĕнче, çĕре икĕ тĕрлĕ удобренипе апатлантарса тухаççĕ. Пĕлтĕр "Александр" фермер хуçалăхĕ 7,5 гектар нумай çул ỹсекен курăксем, 12 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 2 гектар çĕр улми çитĕнтернĕ. Фермер хуçалăхне Энтĕрьелпе Çĕнĕ Шăмăршă çыннисем пысăк пулăшу панă. Хастар ĕçлени куçкĕретех: уйра çум курăк ашкăрнине кураймăн. Марина Вадимовна тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантарма пĕлет. Пĕр гектар çĕр улми çумласан 1 михĕ сахăр песукĕ, пĕр гектар сахăр кăшманĕ çумласан 4 михĕ сахăр песукĕ панă. Кăнтăрла вĕри апатпа та тивĕçтернĕ. Çĕр улмине пĕр хут, сахăр чĕкĕнтĕрне икĕ хут çумлаттарнă. Йăран хушшисене тракторпа вăхăтра кăпкалатсах тăнă. Кунта, паллах, Александр Кузьмин тата Геннадий Кудряшов трактористсен тỹпи те пысăк. Чунтан тăрăшса ĕçлесе, пысăк тухăç илме тăрăшаççĕ. Çĕр кахал çынна юратманнине чĕрипе туяççĕ. Кĕркунне хамăн та Кузьминсен сахăр чĕкĕнтĕрĕн уйĕнче пулма тỹрĕ килнĕччĕ. Ана тулли халăх ĕçлетчĕ, пикенсех сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларатчĕç. Çанталăкĕ те аван, çуллахи пекех хĕвел хĕртсе пăхать, ĕçлес кăмăла çĕклет. Ĕçленĕшĕн вăхăтра тỹлени те хастартарах пулма хистет. Нимĕн те калаймăн, "Александр" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Марина Вадимовна Кузьмина сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илес енĕпе пысăк ăсталăх пухнă. Унăн уйĕнче пĕлтĕр сахăр чĕкĕнтĕрĕ кашни гектартан 25 тонна тухнă. Çапла, 300 тонна сахăр чĕкĕнтĕрне Чăнлăри сахăр заводне ăсатнă. Тăрăшса ĕçлени сая кайман, çакăншăн 20 тонна сахăр песукĕ панă. Çĕр улми, чĕкĕнтĕр кăларакансене те вăхăтра сахăр песукĕпе тивĕçтернĕ. "Пĕлтĕр çĕр улми тухăçĕ, ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăшт япăхрах пулчĕ, гектартан 10 тонна пуçтарса кĕртрĕмĕр. Анчах ăна вырнаçтарма йывăртарах пулчĕ. Юрать-ха, хамăрăн машина пур. Мускава кайса виçĕ кун хушшинче çĕр улмие аран-аран сутса пĕтертĕмĕр", - терĕ Марина Вадимовна калаçăва малалла тăсса. Çапла, фермер ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Чылай чăрмавсемпе тĕл пулма лекет. Апла пулин те Марина Вадимовна пуçне усмасть, малаллах ăнтăлать. Ĕçре пысăк çитĕнỹсем тума виçĕ фермер хуçалăхĕ _ "Кристина", "Елена", "Александр" килĕштерсе ĕçлени пысăк пулăшу парать. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама пĕр-пĕрне мĕнле техника кирлĕ, çавăнпа пулăшаççĕ. Çапла ĕçлесе пыни хуçалăх ĕçне хăвăрт тата тĕплĕ туса пыма май парать. Çапла фермер хăйĕншĕн те, таврари халăхшăн та усăллă ĕç тăвать. "Кăçал çĕр улми лаптăкне те ỹстересчĕ", - тет Марина Вадимовна. Хăйсен вăйĕпе çĕр улми упрамалли подвал та тутарнă. Кăçал лартма 10 тонна çĕр улми вăрлăхĕ пур, сахăр чĕкĕнтĕрĕн вăрри те çителĕклĕ. "АПК аталанăвĕ" наци политикин проектĕнче яла аталантарассине тĕп вырăна кăларса тăратнă. Çавна май Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртнă: "Вырăнти влаç тивĕçĕ _ хресченсемпе фермерсене тĕрев парасси, вĕсене рыок условийĕсене хăнăхма пулăшасси, çăмăллатнă вăхăтлăх кредитсем парса ăратлă выльăх, элита вăрлăх тата техника туянма кредит парса пулăшмалла". Марина Вадимовна Кузьмина фермер малашлăха çирĕп шанать. "Кăçал патшалăхран çăмăллатнă кредит илсе ăратлă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес ĕмĕт пур, - тет Марина Вадимовна. - Çамрăк тата вăй-хăват пур чухне хуçалăха малалла аталантарасчĕ тесе тапаçланатпăр". Çапла, шанчăк пуррисем телейлĕ. Ăнăçу сунар вĕсене!..



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 марта 2006
00:00
Поделиться