Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇИЕС ТЕСЕН ПОМИДОР...

Юлашки виçĕ çул хушшинче эпĕ çакна асăрхатăп: нумайăшĕсем помидор туса илеймеççĕ _ тухăç авăр çинчех çĕрсе пĕтет. Хăшĕсем çакна йỹçĕк çумăрсемпе çыхăнтарма пăхаççĕ. Сиенлĕ тĕтресем те айăплă, имĕш. Анчах çапла-ши? Апла пулсан, çак сиенлĕ пулăмсем ман пахчаран мĕншĕн пăрăнса иртеççĕ-ха? Эпĕ, сăмахран, кашни çулах тухăçлă помидор туса илетĕп. Паллах, помидор калчине пасарта та туянма пулать. Анчах ун шанчăклăхĕ пур чухне те тивĕçтерсех каймасть: вĕсене мĕнлерех пăхса ỹстернине пĕлме май çук вĕт. Пĕр сăмахпа, çапла майпа шăнман пăр çине ларса юласси те инçех мар. Тухăç илес тесен, наука сĕнĕвĕсене, ыттисен опытне шута илни, ятарлă литература вулани пулăшать. Пирĕн тăрăхра помидора, çĕр улми пекех, фитофтороз пысăк сиен кỹрет. Мĕнлерех кĕрешетĕп-ха эпĕ унпа? Пĕрремĕшĕ. Чи малтанах, пăхăр хлорокиçĕ запасра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах ăна тупса илме кансĕртерех. Чире хирĕç кĕрешмелли чи эффективлă меслет _ тĕмсене вăхăтра пĕрĕхни. Ку ĕçе эпĕ пĕрремĕш хутри (ярусри) туратсем çинче малтанхи чечексем çурăлсанах пурнăçлатăп, тепĕр вунă кунран каллех пĕрĕхетĕп. Пысăк тухăç илес, çимĕçсене сыхласа хăварас тесен, ку ĕçе çу каçа 5-6 хутченех туса ирттеретĕп. Çумăр çуса кайнă хыççăн тĕмсене çийĕнчех тепĕр хут пĕрĕхме тивет. Çулçăсене аялтан та, çиелтен те лайăх пĕрĕхмалле. Тĕмсем пĕтĕмпех ỹссе çитиччен малтанласа темиçе хут пĕрĕхетĕп. кун пек чухне хатĕрленĕ шĕвек нумаях тăкакланмасть. Çакнашкал канаш парас килет. Препарат шĕвекне нормăна тата зозăпа çирĕп пăхăнса хатĕрлемелле. Помидор йăранĕсене эпĕ тăвăр тăватăп. Вĕсен сарлакăшĕ 46 сантиметр, йăранĕсен хушшисем _ 90 сантиметр. Вĕсемпе ĕçлеме питĕ меллĕ. Йăрансене кĕркуннех хатĕрлесе хăваратăп. Компост хатĕрлеме тин çулнă курăкпа усă куратăп, унта йывăç кĕрпи, кухня каяшĕсене хушатăп. Ăна йăрансене хурса чавса, тăпра айне туса хăваратăп. Çуркунне вара йăрансене, тăпран çиелти сийне вырнтах хăварса, сенĕкпе çемçететĕп. Минераллă удобренисемпе апатлантарнă çĕрте çеç усă куратăп. Хутăш удобрени çине азотлă, кали удобренийĕсене хушатăп, усă кỹрекен веществосен хисепĕ çакнашкал: азот - 13-15, кали - 13-15, фосфор - 8-9 процентшар. Тĕмсене çу каçа кашни çичĕ кун урлă 4-5 хутчен апатлантаратăп. 20-25 тĕп помидор валли пĕр стакан хутăш удобрени çитет. Апатлантарнă хыççăн çийĕнчех шăваратăп, нỹрĕке сыхласа хăварма тăрăшатăп. Тĕм çинче виçĕ турат хăваратăп: аялти, тĕп тата чи лайăх аталаннă (анчах аялти мар) туратсене çеç суйласа илетĕп, ыттисене касса пăрахатăп. Тĕм тăррине чи юлашкинчен çеç татса илетĕп. Помидор нỹрĕ тăпрана типĕ сывлăша килĕштернĕрен, калчасем ỹсекен парнике июнĕн 15-мĕшĕ хыççăн пленкăпа витме кирлĕ мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 марта 2006
00:00
Поделиться