Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Янăрарĕç ялта шăнкăравсем...

Хуп çунасем кỹлнĕ йĕс шăнкăравлă лашасем ир-ирех урамсем тăрăх чупма пуçлани, ача-пăча катаччи чупни Анатчаткассен Çăварнине тата Хĕле ăсатмалли кун пуçлани çинчен сиктерчĕç. Ял-йыш часах Культура çурчĕ умне пухăнма пуçларĕ. Уяв программине ялти ача сачĕн воспитанникĕсем савăк юрăсемпе уçрĕç. Малалла вара Анаткассемпе Çĕнĕкассем икĕ командăна пайланса пĕр-пĕринпе тĕрлĕ вăйă-конкурса вăй виçрĕç. Интереслĕ ăмăрту Анаткассем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Анат Чаткаспа Тури Чаткас çыннисем уявра тутлă икерчĕпе, техĕмлĕ шашлăкпа, вĕри чей-кофепе, ытти çимĕçпе сăйланчĕç. Хаваслă уяв ял-йыша ырă туйăмсем тата çĕнĕ хавхалану кỹчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 марта 2006
00:00
Поделиться